АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕт тăтăр кун-çула çутатса

01 октября 2014 г.

Ĕмĕт тăтăр кун-çула çутатса

Çапла калас килет ман нумай çул пурăнакан çынсене. Ĕмĕт пулсан çыннăн пурăнас килет, вăйĕ те, çуначĕ те хушăнать. Ваттăн мĕн ĕмĕчĕ пултăр-ха тени вара - тĕрĕс мар. Акă кукамай калани аса килет: "Малтан ачасене ỹстерсе, вĕрентсе кăларас ĕмĕтпе пурăнтăм. Кайран вĕсем çемье çавăрса ачаллă-пăчаллă пулнине курас килчĕ. Халĕ кĕçĕн мăнуксене кĕтсе пурăнатăп", - тетчĕ. Ман шутпа, кашни çын çавăн пек хавхаланса пурăнма кирлĕ те. Калкассинче пурăнакан тыл ĕçченĕ, тăлăх салтак арăмĕ Ульяна Абакумова та çаплах пурăнать. Йăх сыпăкран сыпăка тăсăлнине курма Турă вăрăм кун-çул çырса панă ăна. Кăçал Ульяна Ивановна кĕçĕн мăнукĕсен ачисене курчĕ. Çакăн çинчен кам ĕмĕтленмĕ-ши? Çулĕсене пăхмасăр кинемей çивĕч ăс-тăн, вăй-хал упраса хăварнă. Хаçат-журнал, кĕнекесем вулама кăмăллать, мĕн вуланине мăнукĕсене каласа парать, кирлĕ вăхăтра вĕсене сĕнỹ-канашпа пулăшать. Çак кунсенче Ульяна Ивановна 95 çул тултарнă май саламсемпе ăшă сăмахсем нумай йышăнчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем тимлĕх уйăрса салампа килни тата Раççей Президентĕнчен саламлă Çыру çитни ватă çыннăн чĕрине ырă туйăмпа пăлхатрĕ, хисеп тунăшăн вăл хăнасене тав сăмахĕ каларĕ. Çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнă хĕрарăм пĕтĕм пурнăçне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Мăшăрĕ, Ефим Егорович, 1942 çулта Дон юхан шыв çывăхĕнчи çапăçура хыпарсăр çухал-нă. Хĕрарăм пĕчченех ывăлне ỹстерсе ура çине тăратнă, ĕçчен те ырă кăмăллă пулма вĕрентнĕ. Ывăлĕпе кинĕ ăна виçĕ мăнук парнеленĕ. Шел пулин те, темиçе çул каялла кинемей пĕртен-пĕр ывăлĕсĕр тăрса юлчĕ. Çакă уншăн та, пĕтĕм çемйишĕн те калама çук пысăк хуйхă пулчĕ. Ульяна Ивановна хăйне çырса панă кун-çулне ывăлне пама май килменшĕн нумай кулянчĕ. Паянхи кун та çакăншăн ỹпкелешет, анчах пурнăç йĕрки çавăн пек: пĕри каять, тепри килет... Хăй вăхăтĕнче хура-шурне самай тỹснĕ Ульяна Ивановнана шăпа кинĕпе, мăнукĕсемпе, ултă кĕçĕн мăнукĕпе савăнса, вĕсен ăш-пиллĕхне туйса пурăнма, кĕçĕн мăнукĕсен икĕ пепкине лăпкама пилленĕ. Çакă уншăн халĕ - чи хаклă мул. Вĕсенче унăн пĕтĕм пурнăçĕ те, телейĕ те...

А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика