01 октября 2014 г.
Пурнăç тени çапла вăл - çемье çавăрса ачисене ура çине тăратма ĕлкĕрет кăна çын, кур - чĕр куççи çинче мăнуксем утьăкка сикеççĕ, тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт та çитнĕ...
Çирĕп чĕреллисем
Мĕн тумалла асанне-асатте ятне илтсен? Пенси илме тытăнтăм тесе темиçе çул пĕрле ĕçленĕ çынсем, юлташсем, çут тĕнче çинчен манса пỹрте питĕрĕнсе лармалла-и? Çук, паллах! Мăнуксем пулни, пенси килме пуçлани ватлăх çитнине пĕлтермест пулĕ. Çын чунпа çамрăк, пурнăçпа кăмăллă-тăк ăна ăçтан ватă тесе калăн? "Ватта сума сумалла, хамăр та ватăлатпăр", - теççĕ халăхра. Турри парсан эпир те вăхăт çитсен тивĕçлĕ канăва тухăпăр, ватăлăпăр. Анчах та паянхи çамрăксенчен чылайăшĕ: "Тивĕçлĕ канăва тухса та кураяс çук эпир, ытла та хавшак сывлăхлă пулса кайрăмăр, ватă çынсен вĕсен, нушине сахал мар курнă пулин те, чĕрисем çирĕп", - тенине илтме пулать. Пĕр енчен, ку чăннипех çапла пулĕ, ытла та "ачашланса" кайрăмăр, кăшт çил вĕрнипех сунаслама пуçлатпăр. Япăх экологи, тĕрлĕ химиллĕ ĕçме-çиме, ăнланмалла мар чирсем çулăхни витĕм кỹреççех ĕнтĕ. Çавăнпа та чипер ĕçлесе пырсан, тĕрĕс-тĕкел пурăнсан ватлăх кунĕсем çитнĕшĕн, мăнуксем е кĕçĕн мăнуксем ỹснине курнăшăн тем пекех савăнмалла пек туйăнать. Тулĕк мĕнлерех пулăпăр-ши вăл çулсене çитсен? Кам пĕлет? Анчах та паянхи ватăсем çине пăхатăп та, хăшĕсенчен тĕслĕх илме те юрать пек туйăнать. Теприсем пек пулма вара Турă ан хуштăр. Ватлăх тĕрлĕрен пулни каламасăрах паллă. Çапах та çакна сỹтсе явар-ха. Кама та пулин кỹрентерес е тиркес тесе мар - паянхи чăнлăха тишкерер.
"Ачасем лайăх" е "йытăсем"...
Çынна хуть те хăçан та тимлĕх кирлĕ. Ватăлсан вара çакă уйрăмах сисĕнет пулĕ. Хăй никама та кирлĕ маррине туйни, пĕчченлĕхре тăрса юласран шикленни ватăсен пурнăçне улăштарать те ĕнтĕ. Сана тимлĕх уйăрччăр тесен вара чи малтанах хăвăн та çывăх çынсене хаклама пĕлмелле. Пĕр ялти ватă хĕрарăм хăйĕн пурнăçĕ, ачисем çинчен ыйтсан çапла калать тет: "Ой, лайăх пурăнатăп, ачасем те килсех çỹреççĕ..." Таса, тирпейлĕ тумланать тет хăй, кăмăлĕ ырă пулни те тỹрех сисĕнет тет. Тепри вара ачисем пирки сăмах пуçарсан: "Йытăсем", - тесе кăна калать тет. Анчах та хăй те, каçарăр та, тирпейсĕрри, ĕçкелени, кăмăлĕ кăрарах пулни тỹрех куçа тăрăнать тет. Ачасем тенĕрен, пĕррехинче редакцине аслă çулсенчи хĕрарăм килчĕ. "Ачасем ячĕпе хама хам Çуралнă кунпа саламласшăн-ха, ан тив, вĕсене намăс пултăр пĕрре", - терĕ. Кун пек те пулать, мĕн тăвас тетĕн. Çынна тимлĕх кирлех çав. Ваттăн ватă пек пулмалла пулĕ. Ытларах чухне эпир вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр-çке. Саманаран юлса пыман, концерт-спектакльсене тухса çỹрекен, обществăлла пурнăçа, спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнакан ватăсене курсан чун савăнать. - Манăн анне тивĕçлĕ канăва тухрĕ те санаторисене çỹре пуçларĕ. Хăйне тимлĕх уйăрни питĕ лайăх-ха, - каласа парать пĕр хĕрарăм. - Санаторинче дискотека та пулать иккен, пĕрле канакансем çавăнта та чĕнеççĕ тет аннене, ватăлтăм тесе хамăра пăхма пăрахмалла мар тесе вĕрентеççĕ тет. Вăт, çапла пулмалла та. Ĕçлеме кăна мар, канма та, Турă уйăрнă кашни кунпа савăнма пĕлмелле. Атту хăшĕсем: "Пырать, каять мана, ватăна, пурăнса çитернĕ, ан вĕрентĕр", - тесе хăйсем çине алă сулаççĕ. Пĕр арçын вара çапла калать тет: "Мĕн кирлĕ çынна аллă енне кайсассăн? Ир тăрсан пите çума май пултăр та, каçпа таса выртса çывăрмалла пултăр..." Сакăр вунă çултан иртнĕ икĕ хĕрарăма пĕлетĕп. Иккĕшĕн те пурнăçĕ çăмăл пулман, ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ, ỹссен тăван хуçалăхра ырми-канми ĕçленĕ... Паянхи кун пĕри пĕчченех пурăнать. Ниçта та тухса çỹремест. Пỹртĕнче кăштăртатать, телевизор пăхать. Ача-пăчаллă пулма Турă пỹрмен ăна. Сывлăхĕ япăхланни, вилĕм çывхарни çинчен кăна калаçать, пурнăçпа кăмăлсăр пулнине палăртать. Тепри те пĕччен пурăнать. Сывлăхĕ унăн та мухтанмаллиех мар, чĕри пĕрпекех канăçсăрлантарать. Ачисемпе мăнукĕсем ун патне пырсах çỹреççĕ, хăй те вĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать, пахчара та кăштăртатать, хаçатсем те вулать. Яланах лăпкăн, шăкăл-шăкăл калаçать. "Пурăнасчĕ-ха, - тет, - мăнуксем ỹссе çитсе çемье çавăрчĕç, халĕ кĕçĕн мăнуксем ỹснине пăхса савăнатăп". Куратпăр ĕнтĕ, ватлăх пирки пĕр вĕçĕмсĕр калаçма, тĕслĕхсем илсе пама пулать. Пĕр сăмахпа каласан, ватлăха кашни хăйне май ăнланать. Манăн вара çапла калас килет: сывлăх, тăнăçлăх, юрату, çывăх çынсене хаклама пĕлни - çак пуянлăхсене упраса çитĕнекен ăрăва тĕрĕс тĕслĕх кăтартса пырсан пурнăç та лайăх, ĕмĕр те вăрăм пулĕ.
Алина ИТТИ.