АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика хыпарĕсем

06 октября 2014 г.

- Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă округ Канашĕн ларăвне хутшăннă. Унта пухăннисем Атăлçи федераци округĕнче вырнаçнă федераци субъекчĕсен вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмне аталантарас ыйтăва тишкернĕ.

- Республика Пуçлăхĕ сентябрĕн 30-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ, унта "2015 çулăн тата 2016-2017-мĕш çулсене планлас тапхăрăн Чăваш Республикин республика бюджечĕ çинчен" саккун проектне тата ытти финанс докуменчĕсене сỹтсе явнă.

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 1-мĕшĕнче Мускавра РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă. Тĕл пулура палăртнă тăрăх, Чăваш Республики Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсемпе çирĕплетнĕ мĕн пур индика тора пурнăçлать. Федераци бюджетĕнчен пулăшнипе тата республика тухăçлă мерăсем йышăннине кура социаллă пĕлтерĕшлĕ тата васкавлă тăкаксем валли, Чăваш Енĕн парăм обязательствисене пурнăçлама укçа уйăрассине тивĕçтереççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2014 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕ 3,6 процент пысăкланнă. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче республика бюджетне кĕнĕ налук тупăшĕн калăпăшĕ 4,3 процент ỹснĕ. Çапла тумашкăн тухăçсăр тăкаксене чакарнă, патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн механизмĕсене ĕçе кĕртнĕ. Çавна май 2014 çулта Чăваш Ен патшалăх парăмне республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕн 48,2 процентне (2012 çулта _ 54,7 процент) чакарма пултарнă.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Раççей чукун çулĕ" УАО-ра Раççейри хăвăртлăхлă тата пысăк хăвăртлăхлă çỹревĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Общество канашлăвĕнче пулса "Мускав-Хусан-Екатеринбург" чукун çул магистралĕн "Мускав-Хусан" участокĕн строительствин малашлăхне сỹтсе явнă çĕре хутшăннă. Пысăк хăвăртлăхлă "Мускав- Хусан" магистрале хута ярсан Чăваш Ен 2020 çул тĕлне 20 млрд яхăн тенкĕ хушма тупăш илме пултарĕ, 2030-мĕш çул тĕлне _ 43 млрд. Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри çĕрĕсемпе иртекен 118 километр трасса çинче Мăнал (Шупашкар районĕ) тата Полянки (Етĕрне районĕ) ялĕсем çывăхĕнче транспорт тата куçса лармалли хальхи йышши икĕ комплекс тума палăртаççĕ. - Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ячĕпе РФ ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕнчен М.А.Топилинран çыру килнĕ. Çырура 2014 çулăн çур çул кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен халăха ĕç тупма пулăшас тĕлĕшре патшалăх пулăшăвĕсемпе пахалăхлă тивĕçтерессипе чи лайăх субъектсем шутне кĕнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен 2011 çултанпа ку енĕпе ытти субъектсем хушшинче мониторингра малта тăрать. 2014 çулхи çур çул вĕçĕ тĕлне республикăра регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,6 процентпа (Раççейре _ 1,15 процент), ĕçпе тивĕçтерекен центрта çулталăк ытла учетра тăракансен йышĕ 2,1 процентпа кăна (Раççейре _ 12,6 процент) танлашнă.

- Раççей Правительствин йышăнăвĕпе федераци бюджетĕнчен республикăна пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма 142 миллион тенкĕ куçнă. - Атăлçи федераци округĕнчи регионти авиаци аталанăвĕн пилотлă проектне пурнăçланă май Шупашкарти аэропорт эрне хушшинче "Самара _ Шупашкар _ Самара" пассажирсен ултă авиарейсне йĕркеленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа проектпа килĕшỹллĕн Шупашкар хула аэропорчĕ 408 авиарейс тунă, 2041 пассажира куçарнă. Ĕпхỹне тата Самарăна вĕçекен авиарейссене октябрĕн 25-мĕшĕччен тăснă, самолетсем эрнере виçĕ кун вĕçĕç. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика