06 октября 2014 г.
- Район администрацийĕнче право йĕркине пăсакансемпе тата наркотиксемпе кĕрешес енĕпе профилактика ĕçне пурнăçлакан комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ, кун йĕркинче çичĕ ыйту пăхса тухнă, вăл шутра ачасен шкул хыççăнхи вăхăтне йĕркелес тĕлĕшри культура тата вĕренỹ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, тĕрмерен тухнă çынсемпе ĕçлесси, "Мăкăнь" профилактика операцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, районти алкоголизаципе наркомани шайĕ тата ытти те.
- Октябрĕн 1-мĕшĕнче районта "Асамлă чаршав" фестиваль уçăлнă. Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче Культурăпа кану центрĕн театр коллективĕ Николай Угаринăн "Ах, кăйкăрăм эсĕ манăн..." пьеси тăрăх спектакль лартса панă.
- Хĕрлĕ Чутай шкулĕ "Чăрмавсăр тавралăх" тĕллевлĕ программине пурнăçлакансен списокне кĕнĕ. Хальхи вăхăтра программăпа килĕшỹллĕн шкул çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, уйăрса панă 1 652 375 тенкĕпе усă курса кунта алăксене, урайсене улăштарма, туалетсене юсама, карлăксем вырнаçтарма палăртаççĕ.
- Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе октябрĕн 1-мĕшĕнчен районта 2014-2015 çулсенче хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă. Чи малтанах ăшă вĕренỹỹ, сывлăх сыхлавĕн, культурăпа спорт тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсене çитнĕ.
- Октябрĕн 1-мĕшĕнчен çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тĕллевпе "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" уйăхлăх пуçланнă.
- Сĕнтĕкçырми ялĕнчи Культура çурчĕ умĕнче октябрĕн 2-мĕшĕнче воин-интернационалистсене асăнса палăк уçнă. А.ЗАМУТКИНА.