АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕн Атикассинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă

06 октября 2014 г.

Çĕн Атикассинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче тухнă 124-мĕш номерлĕ "Чăваш Республикинчи ялсенче пурăнакансене медицинăпа санитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕлĕшри хушма мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа Çĕн Атикассинче октябрĕн 2-мĕшĕнче модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă.

Ăна уçнă çĕре хаклă хăнасем хутшăннă _ ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, ЧР Патшалăх Канашĕн строительство, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутатсен этикин Комитечĕн председателĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Чертов, район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев тата ыттисем. Çĕнĕ ФАП-а уçнă çĕре хутшăннă ытти хăнасем те ял çыннисем кунта паха медицина пулăшăвĕ илме пултарассине, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ паянхи самана ыйтнипе килĕшсе тăнине палăртнă. Тухса калаçакансем республика ертỹлĕхĕ, сывлăх министерстви, "Мастер" тулли мар яваплă обществăн строителĕсен ячĕпе тав сăмахĕсем каланă.

Иван ИГНАТЬЕВ, район больницин тĕп врачĕ:

"Çĕн Атикассинчи фельдшерпа акушер пункчĕ районта уçма палăртнă ултă ФАП-ран _ иккĕмĕш, кун пекки пĕлтĕр Туканашра хута кайрĕ. Республикăра вара 2012-2015 çулсенче пĕтĕмпе 100 фельдшерпа акушер пункчĕ уçма палăртнă. Çитес вăхăтра çакăн пек объектсене Анат Çĕрпỹкассинче, Иккĕмĕш Хурашашра тума тытăнмалла, 2015 çулта Тихăнушкăнь тата Çĕн Ирчемес ялĕсенче уçма палăртнă".

Юрий ЧЕРТОВ, Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

"Çĕн Атикасси ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни _ пысăк пулăм. Хальхи йышши модульлĕ фельдшер пункчĕ ял çыннисемшĕн меллĕ вырăнта, ял варринче, асфальт çул хĕрринче вырнаçнă, инçех мар _ шкул. Çавăнпа халăха медицина пулăшăвĕ илме майсем лайăххине палăртас килет. Çакăн пек объектăн строительстви çитес вăхăтра Кив Атикасси ял тăрăхне кĕрекен Анат Çĕрпỹкассинче те пуçланмалла".

Альбина ЗАМУТКИНА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика