АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех пурнăçа пĕтерет

06 октября 2014 г.

"Куçăмсем çутă тумлампа çăвăнман кун пулман ман юлашки çулсенче, мĕншĕн тесен юратнă ывăлăм ĕçке ярăнчĕ. Киле çур çĕр иртсен е ирхине кăна килет, агрессивлă, кинпе тăтăшах харкашать. Юлашки вăхăтра Маша кăвак куçпа çỹреме тытăнчĕ. Ачашласа та, лăпкăн калаçса та ăна ăса кĕртес тесе тăрăшрăмăр. Анчах _ усси çук. Паянтан ĕçме пăрахатăп, тет. Тепĕр кунне киле ỹсĕр килет. Ача çуралсанах юсанма сăмах парать тата ывăлăм. Кĕçех ĕçрен кăларса ячĕç ăна. Эрех илме килтен укçа-тенкĕ вăрласа тухма пуçларĕ. Малашне мĕнле пурăнмалла? Çавнашкал лару-тăрура пулас мăнука мĕнле çитĕнтермелле?" _ тесе кулянса каласа кăтартрĕ пĕррехинче 60 çулсенелле çывхаракан хĕрарăм. Эпĕ ăна тимлĕ итлерĕм, лăплантартăм. Тĕп больницăри Александр Петрович Яковлев врач-наркологпа калаçма сĕнтĕм. Кайран тепре тĕл пума май килчĕ йывăрлăхран тухма ĕмĕтленекене. "Тавтапуç сана, ырă çынсемпе калаçтарнăшăн", _ терĕ вăл. Пит-куçĕ çуталнă унăн. Эппин, тĕрĕс сĕнỹ панă. Эрех серепинчен хăтăлма шутлакансен специалистсемпе канашламалла. Хаяр шĕвек ырă туманнине асра татасчĕ пурин те. Хăвăрăн ăссăрла хăтланăвăрпа пĕрле пурăнакансене асаплантарни пирки ан манăр. Ыран мар, паянах сывă пурнăç йĕркине мала хума пуçлăр. А.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика