АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел пек ăшă, çутă вĕрентекен

06 октября 2014 г.

Хĕвел пек ăшă, çутă вĕрентекен

Кашниех эпир шкулта вĕреннĕ, çавăнпа пуçламăш классенчи ачасем учитель патне мĕнле туртăннине, тепĕр чухне алăран тытăнса утма ыйтнине пĕлетпĕр. Ачасен ăшри вăрттăнлăхĕсене мĕнле пĕлмелле тата вĕсем учителе ĕненнине сỹнтерес мар тесе мĕн тумалла? Мăн Этмен шкулĕнче иккĕмĕш классене вĕрентекен Людмила Львовна Герасимова шучĕпе, чи малтанах вĕсемпе юнашар пулмалла! Ача вăл _ çамрăк хунав пек, ăна ăшăпа нỹрĕк, час-часах тĕрев те кирлĕ. Ача учительтен ăнланулăх, пулăшу, хỹтлĕх тата ырă сăмах кĕтет. Юнашар ăшă кăмăллă учительпе ашшĕ-амăшĕ пулсан ачан лайăх енĕсем паян мар-тăк ыран палăрма пуçлаççĕ. Ачана çепĕççĕн пăхни, чăтăмлăх, ăнланни кирлĕ _ учителĕн ĕçĕнче çакă тĕп вырăнта. Çавăнпа çамрăк вĕрентекен кашни кунах шкула васкать.

"Вĕренекен пулаймасăр вĕрентекен пулаймăн", _ тенĕ пĕр паллă педагог. Хальхи ачасемпе ĕçлеме уйрăмах йывăррине пурте пĕлетпĕр. Вĕсем хăйсен çулĕсене кура мар тĕрлĕ информаци пĕлеççĕ, тем те сỹтсе яваççĕ, хăйсене интереслентерекен ыйтусене вĕрентекене пама та шикленмеççĕ. Пĕр сăмахпа, учителе вĕсемпе ĕçлеме интереслĕ те, çав хушăрах йывăр та. Анчах чăн-чăн вĕрентекен йывăрлăхсенчен хăрамасть: шăпăрлансене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕртет, ертсе пырать, анлă çул çине кăларать. Вăл ачасемшĕн вĕрентекен кăна мар, иккĕмĕш амăшĕ пулса тăрать. Ваçкаçырминче çуралнă, халĕ мăшăрĕпе тата икĕ ачипе Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Людмила Герасимова (хĕр чухнехи хушамачĕ Семенова) ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ, 9 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика колледжне вĕренме кĕнĕ. 2003 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă. 2007 çултанпа Мăн Этменти вăтам шкулта вăй хурать. 2009 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухса диплом илнĕ. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен хăйĕн профессине лайăх пĕлнине кăтартса пама, ĕçри çитĕнĕвĕсемпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Педагогика ĕç-хĕлĕнче ĕçтешĕсем унра пысăк вăй кураççĕ. Ăшă кăмăллă, ырă, çав хушăрах çирĕп ыйтакан учителе ачасем питĕ юратаççĕ.

_ Эпĕ ачасем патне яланах савăк кăмăлпа каятăп, çунакан куçĕсенчен пăхатăп та мана шаннине, юратнине тата хисепленине туятăп. Çакă çунат хушать. Çулран-çул ĕç опычĕ, пĕлĕвĕ хушăнса пырать пулин те професси енĕпе пурнăçламалли нумай-ха. Ĕçе, ачасене юратни тухăç парасса шанатăп, _ тет Людмила Львовна. А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика