АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăна вĕренекенĕсем кĕтеççĕ

06 октября 2014 г.

Ăна вĕренекенĕсем кĕтеççĕ

Ачасен хаваслă сассисем, йăл-кулă, савăнăç куççулĕ _ çакăн пек лару-тăру хуçаланчĕ сентябрĕн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта. Сăлтавĕ те пурччĕ ĕнтĕ _ виçĕ эрне хушши Хура тинĕс хĕрринчи Анапа хулинче Президент ăмăртăвĕсене хутшăннă ачасем тата вĕсен ертỹçи Эдуард Романов тăван тăрăха, тăван шкула таврăнчĕç. "Урра! Саламлатпăр!" _ алă çупса кăшкăрчĕç шкул умне пуçтарăннисем хăйсемпе пĕрле вĕренекенсем _ Кристина Васькова, Мария Романова, Диана Краснова, Алена Пименова, Алексей Дадюков, Иван Пименов, Юрий Яндайкин, Константин Секайкин _ шкул автобусĕнчен тухнине курсанах. Раççей шайĕнчи ăмăртура Чăваш Республикин чысне хỹтĕленĕскерсем, инçе çултан таврăннисем хăйсене çапла кĕтсе илнине курсан кăштах именчĕç те, сăпайлăн йăл кулчĕç. Ачасене тата вĕсемпе пĕрле çул çỹреврен таврăннă шкул директорне Ирина Романована ĕçтешĕсем Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. Кăшт каярах юлса çитнĕ физкультура учительне Эдуард Романова та пухăннисем тăвăллăн алă çупса, салам сăмахĕсем каласа кĕтсе илчĕç. Ачасене ăшă тĕл пулушăн тав тунă май Эдуард Васильевич тăван шкулшăн питĕ тунсăхланине, каллех хăйĕн юратнă вĕренекенĕсемпе юнашар пулма хавассине палăртрĕ. Унтан Анапăран таврăннисене пĕрле вĕренекен юлташĕсем, педагогсем сĕтел хушшине чей ĕçме чĕнчĕç. Хаваслă калаçу пуçланчĕ _ ăмăртусене хутшăннисем тинĕс хĕрринче иртнĕ кунсем пирки хăпартланса каласа пачĕç, темле йывăр пулсан та çăмăл атлетика эстафетинче 53 команда хушшинче иккĕмĕш вырăна тухма пултарнине пĕлтерчĕç. "Раççей шайĕнчи сумлă ăмăртусенче саккăрмĕш вырăн йышăнма пултартăр. Çак кăтартупа кăмăллă-и?" _ ыйтрăм эпĕ ачасенчен. Эдуард Романов тỹрех хăйĕн вĕренекенĕсен хутне кĕчĕ: "Президент ăмăртăвĕсене пухăннă командăсем хушшинче олимп резервĕсен шкулĕсенче вĕренекен çамрăк спортсменсем пулнине тата пирĕн ачасем çакăн пек ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннине шута илсен кăтартусем пĕрре те япăх мар, _ терĕ вăл. _ Малалла ăнтăлма тĕллев пур халĕ". "Çулла тар тăкни сая каймарĕ, мĕн чухлĕ хатĕрлентĕмĕр çак ăмăртусене, мĕн чул вăй хутăмăр, çапла вĕт, ачасем?" _ терĕ Галина Мидейкина физкультура учителĕ те. Чылайччен калаçрĕç тĕл пулăва пухăннисем. Шкулта юлнисем Анапăна кайнисемпе çыхăну татманнине, шăнкăравласах, ăмăртусем мĕнле пынипе интересленсех тăнине пĕлтерчĕç: "Пĕрле вĕренекенсем тата Эдуард Васильевич таврăнасса питĕ кĕтрĕмĕр, вĕсем тинех килсе çитнĕшĕн савăнатпăр. Физкультура урокĕсемсĕр тунсăхланăччĕ..." Мĕнех, ачасем спортпа туслă пулма тăрăшнине ырламалла кăна. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсене малта çĕнĕ ăмăртусем кĕтеççĕ. Хăйсен юратнă вĕрентекенĕ пулăшнипе вĕсем çĕнĕ çитĕнỹсем тăвасса шанатпăр. А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика