08 октября 2014 г.
Республикăра пурăнакансем тĕрлĕ мероприятие хутшăнма пултараççĕ Ыран пирĕн республикăра "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум пуçланать. Тĕнче шайĕнчи форум вăхăтĕнче Шупашкарта тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Ирхи 10 сехетре Хĕрлĕ лапамра Дмитрий Губерниев спорт комментаторĕ хутшăннипе ирхи зарядка пуçланĕ. Тăхăр сехетре унта хутшăнакансене шута илме тытăнĕç. Унта ватти-вĕтти те, Раççейри тата Чăваш Енри паллă спортсменсемпе форум хăнисем те хутшăнĕç. Пурĕ 10 пине яхăн çын çăлтăрпа зарядка тăвĕ. Пĕтĕм тĕнчери форум уçăлнине пĕлтерсе 11 сехетре спорт парачĕ пуçланĕ. Кайран Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунĕ старт илĕ. Унта сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан 15 пин çын _ ĕç коллективĕсем, студентсемпе шкул ачисем, ача садне çỹрекенсем, пенсионерсем _ хутшăнасса кĕтеççĕ. Çавăн пекех Анапăри "Орленок" ача центрĕпе тата Сочи хулинчи Олимп паркĕпе видеоконференци пулĕ. 12 сехетрен пуçласа 17 сехетчен Шупашкарти "Спартак" стадионта ГТО нормисене пурнăçлама май пулĕ. "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форума пирĕн район делегацийĕ те хутшăнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пырĕ. Делегаци йышĕнче _ райадминистрацин культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕ Александр Самсонов тата ертсе пыракан эксперт специалист Алексей Никитин. Çавăн пекех Çĕн Атикасси шкулĕнчи 16-17 çулхи çичĕ хĕр упраçпа сакăр яш ГТО нормисене пурнăçланă çĕре хутшăнĕ, вĕсене Светлана Петрейкина вĕрентекен ертсе пырĕ. Районти ветерансем те Спорт форумĕнчен юлмĕç. 60-69 çулхи пилĕк спортсмен "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекс нормисене пурнăçлама тăрăшĕ. Кăнтăрлах "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи" ача-пăча уявĕ пуçланĕ. Унта республикăри 160 спорт çемйи хутшăнасса кĕтеççĕ. 13 сехетре спорт бульварĕ ĕçлеме пуçлать. 18 сехетченех Карл Маркс урамĕнче 30 тематика лаптăкĕ ĕçлĕ. Хĕрлĕ лапамра вара çак вăхăтра "Спорт _ пурин валли те" фестиваль пырĕ. Форум пынă вăхăтра халăхсем хушшинчи куравсем тата тĕрлĕ экспозицисем ĕçлĕç. Палăртмалла, октябрĕн 9-мĕшĕ _ Пĕтĕм тĕнчери автомобильсĕр кун. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ шайĕнчи мероприятисем пынă вăхăтра тĕп хулара автомобильсемпе çỹрессине вăхăтлăх чарасси пирки йышăну кăларнă.
А.КАРПОВА хатĕрленĕ.