АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем çитес çул вăя кĕреççĕ

08 октября 2014 г.

РФ Правительствин йышăнăвĕпе Çул çỹрев правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ:

- Водитель айăпĕпе çул çинче инкек пулсан унăн ним тăхтаса тăмасăр транспорт хатĕрне чармалла, авари сигналне çутмалла тата паллине лартмалла, япаласене вырăнтан шутармалла мар (вĕсем лару-тăрупа çыхăннă-тăк).

- Енчен те аварие пула çынсем вилнĕ е аманнă пулсан водителĕн вĕсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалла. Унтан васкавлă пулăшу чĕнмелле. Лару-тăрура инкек тỹснисене тăхтаса тăмасăр çула май каякан машинăпа лартса ямалла е водителĕн хăйĕнех çитермелле. Больницăна çитсенех документсене (паспорт е права, е транспорт хатĕрĕн паспортне) кăтартмалла, унтан инкек пулнă вырăна таврăнмалла.

- Аварие лекнĕ машина ытти транспорта иртсе çỹреме кансĕрлет пулсан ăна çул çинчен куçармалла. Анчах та транспорта шутариччен вăл ларнă вырăна (çывăхри япаласене те) видео çине е фотоаппаратпа ỹкерсе илмелле. Курнисен хушамачĕсемпе адресĕсене çырса илмелле, унтан полици сотрудникĕсем çитессе кĕтмелле.

- Аварие пула пурлăх кăна юрăхсăра тухнă-тăк водителĕн ăна иртсе çỹремелли çул çинчен пуçтармалла. Анчах та авари пулнă вырăна фотоаппарат е телефон çине ỹкерсе илме манмалла мар.

- Енчен те аварие лекнĕ водительсем хушшинче хирĕçỹ çуралмасан (транспорт хатĕрĕсене пысăк сиен кỹмен пулсан) вĕсем кун пирки полицие пĕлтермесен те пултараççĕ. Вырăнтан тапранма ирĕк пулать. Кирлĕ документсене çул çỹревпе патруль службин çывăхри постĕнче çыртарма юрать. Паллах, авари пулнă вырăна телефон çине ỹкерсе юлмалла. Ытти водительсен транспорчĕсене сиен кỹмен-тăк (вĕсен хуçисен çăхав çук пулсан) документсене çырмасан та пулать. Обязательнăй страхлав правилисемпе килĕшỹллĕн çул-йĕр çинче инкек пулни çинчен ятарлă пĕлтерỹ бланкне тултарсан документсене полици сотрудникĕсемсĕрех йĕркелеме юрать.

Д.САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика