08 октября 2014 г.
Кăçал, июнь уйăхĕнче, ют çĕр-шывсенче пурăнакан ентешсене Раççей Федерацине хăйсен ирĕкĕпе куçса килме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикинче Патшалăх программи ĕçлеме пуçланă. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн ют çĕр-шывран куçса килнĕ ентешсем Раççей гражданлăхне ансат йĕркепе илме пултараççĕ. Халĕ вĕсем вăхăтлăх пурăнма ирĕк илмесĕр те РФ территорийĕнче пурнаяççĕ. Июльти улшăнусене пула вăхăтлăх хỹтлĕх илни çителĕклĕ. Унтан Патшалăх программине кĕртме заявлени çырмалла пулать. Заявленипе пĕрле пур документăн оригиналĕсемпе копийĕсене тăратмалла. Вăхăтлăх хỹтлĕхе пĕр регионта илме, Патшалăх программине вара тепĕр çĕрте хутшăнма пулать. Ентеш тата унăн çемйи РФ территорийĕнче суйланă субъектра çак ĕçсене пурнăçлама пултарать:
- кĕрĕшсе ĕçлеме; - професси пĕлĕвĕ илме;
- предпринимательте вăй хума;
- уйрăм хуçалăх тытма;
- ял хуçалăхĕнче е аргропромышленноçра тăрăшма;
- РФ саккунĕ чарман урăх ĕçсенче вăй хума. Кун пек граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтереççĕ, çав шутра транспорт тăкакĕсене саплаштараççĕ, çĕнĕ çĕрте хăтлăх кỹме пособи параççĕ.
Е.ШОРНИКОВА, Федераллă Миграци службин районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ.