АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçкĕ ырри патне çитермест

08 октября 2014 г.

Районта пурăнакан пĕр арçыннăн мăшăрĕ тăтăшах ĕçкелеме юратнă, хаяр шĕвексене тиркемен. Кил тĕлне те час-часах маннă. Кăçалхи июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче те мăшăрĕ патне васкаман хĕрарăм. Июлĕн 13-мĕшĕнче тин килне çаврăнса çитнĕ, ял çыннисемпе пĕрле анкартинче утă тавăрнă. Ĕç хыççăн хаяр шĕвек ĕçнĕ, унтан юлташ хĕрарăмĕпе таçта кайнă. Кил хуçи юлташĕпе эрех ĕçсе юлнă. Юлташĕ тухса кайсан вăл та Штанашри лавккана çул тытнă. Анчах лавкка хупă пулнă. Арçын килелле утнă, ялти пĕр хĕрарăма курсан арăмне çухатнине пĕлтернĕ. Ăна тĕл пулаканни вара унăн арăмĕ ялта пурăнакан пĕр арçын патĕнче тесе иккĕленмесĕрех каланă. Мăшăрĕ арăмне шыраса çав арçын патне çитнĕ, вĕсене малти пỹлĕмри вырăн çинче тытнă. Арăмĕшĕн намăс пулнă арçынна... Тĕпчев çакна кăтартрĕ: кăçалхи июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăнтăрла Штанашра пурăнакан арçын хăйĕн мăшăрне шыраса ялти пĕр кỹршĕ патне кĕнĕ, арăмне унпа вырăн çинче тытнă. Кĕвĕçнипе тата тарăхнипе арăмне аллипе пуçĕнчен, кĕлеткинчен темиçе хутчен çапнă. Арăмĕ тарма ĕлкĕрнĕ. Каçа хирĕç арçын арăмне ялти пĕр çыннăн хуçалăхĕнчи мунча умĕнче тупнă, каллех хĕне пуçланă, хĕрарăм сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ. Асăннă фактпа РФ УК-ан 111 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç уçрăмăр, ăна суда ярса патăмăр. Кил хуçи малтан та çак преступление тунăшăн суд сакки çине ларнă пулнă. Вăл условнăй майпа явап тытнă. Халĕ унăн малтанхи преступленишĕн те, хальхишĕн те явап тытмалла пулать.

А.МИТРОФАНОВ, районти полици уйрăмĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика