АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Герой ятне ахаль памаççĕ

13 октября 2014 г.

Герой ятне ахаль памаççĕ

Хăйĕн ырă та хăватлă ĕçĕсемпе районта çеç мар, республикăра, çĕр-шывра та тарăн йĕр хăварнă Александр Дмитриевич Смалайкина сума суса, асăнса октябрĕн 6-мĕшĕнче унăн юлташĕсемпе тăванĕсем, район тата хуçалăх тилхепине тĕрлĕ çулсенче тытса пынă паллă ертỹçĕсем районти "Çын тата çут çанталăк" халăх музейне пухăнчĕç. Вăл шутра: Александр Викторович Башкиров, Альбина Александровна Барышникова (паттăрăн хĕрĕ), Валерий Гурьевич Орлов, Александр Петрович Самылкин, Иван Вениаминович Пугачев, Петр Васильевич Ивантаев, Ираида Ивановна Стекольщикова тата ыттисем.

Çак куна тата мероприяти ирттермелли вырăна йĕркелỹçĕсем ахальтен суйламан: Александр Дмитриевича шăп та лăп сакăр çул каялла кĕркуннехи ăмăрлă кун юлашки çула ăсатнă. Чиркỹ ĕçченĕсем каланă тăрăх, çавăн чухне унăн ỹтне чиркỹрен илсе тухсанах çанталăк паттăр ентешĕн ырă кăмăлне систерсе уçăлса кайнă. Музея пухăнни те ăнсăртран мар: çак музей Александр Дмитриевичăн пуçарулăхне пула уçăлнă. Асăну каçне пухăннисем пурте тенĕ пекех Социализмла Ĕç Геройне А.Д.Смалайкина ырă сăмахсемпе аса илчĕç. Вăл ăста ертỹçĕ, хастар, ыттисемпе пĕр чĕлхе хăвăрт тупма пултаракан, çĕннине, усăллине пурнăçа кĕртессишĕн хыпса çунакан çын пулнине палăртрĕç, унăн ятне ĕмĕрлĕхе хывса хăварас ыйтăва хускатрĕç, çак тĕлĕшпе тĕрлĕ сĕнỹсем пачĕç.

Александр Дмитриевич 1929 çулхи февраль уйăхĕнче Туканаш ялĕнчи нумай ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскер 13 çултах аслисен ĕçне кỹлĕнсе хăй тĕллĕн пурăнма тытăннă, пурнăç шкулĕнчен пиçĕхсе-туптанса пултаруллă производство йĕркелỹçи пулса тăнă. Хура ĕçрен хăраман хресчен ывăлĕ малтанах ахаль колхозникра, И.В.Мичурин ячĕллĕ, кайран "Искра" колхозра уй-хир бригадирĕнче вăй хунă. Каярахпа нумай çул хушши "Искра" колхоза ăнăçлă ертсе пынă. 1973-1979 çулсенче КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Палăртмалла, Александр Дмитриевич хуçалăха ертсе пыма тытăнсанах колхоз çултан-çул çирĕпленсе пынă, ял хуçалăх продукчĕсене ытларах та ытларах туса илме тытăннă. Колхоз тыр-пул ỹстерсе илес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте малта пыракан меслетсемпе, наукăпа техника çитĕнĕвĕсемпе анлăн усă курнă. Çĕрпе туллин усă курас тĕлĕшпе те ытти хуçалăхсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Асăну каçне пухăннисем Александр Дмитриевич ертỹçĕре ĕçленĕ хушăра районта пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланнине аса илчĕç, вăл шутра çулсем тăвасси, хуçалăх тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительствисем тата ытти те. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче пуçаруллă ертỹçĕ "Искра" хуçалăха малтисен ретне тăратса халăх шанăçне тỹрре кăларнă. Патшалăха тырă, çĕр улми, выльăх-чĕрлĕх сутмалли плансене ытлашшипех ирттерсе пурнăçланă. Сăмахран, 1967 çулта колхоз хăйĕн умĕнчи мĕн пур плана сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тултарма пултарнă. Ял хуçалăхне аталантарас енĕпе калама çук пысăк ỹсĕмсем тунăшăн Александр Дмитриевича 1971 çулта Социализмла Ĕç Геройĕ ят панă, Чăваш АССР-ĕн Паттăрлăх тата Ĕç Мухтавĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

- Александр Дмитриевич тĕлĕнмелле çынччĕ. Тĕрлĕ вырăнта хамăн тивĕçе пурнăçланă май унпа час-часах хутшăннă. Вăл яланах ĕçре малта пыракансен опытне, çĕннине пурнăçа кĕртме ăнтăлатчĕ. Унăн тăрăшулăхне пула колхозсен, çынсен пурнăçĕ лайăхланнă, производствăпа социаллă пурнăç, культура объекчĕсем нумай çĕкленнĕ. Вĕсемпе паян та усă кураççĕ. Александр Дмитриевич ỹссе пыракан ăрăва тỹрĕ çул çине тăратассишĕн, çамрăксене вĕренме ярса каялла района тавăрассишĕн пĕтĕм чунтан çунатчĕ. Вăл маншăн çул кăтартса пыракан, йывăрлăха çĕнтерекен тĕслĕх пулнă. Çавăнпа эпĕ хама унăн вĕренекенĕ тесе шутлатăп, _ терĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче районти "Октябрь" колхоза, ял хуçалăх управленине ертсе пынă, иртнĕ çулсен райкомăн пĕрремĕш секретарĕ Петр Васильевич Ивантаев.

Ыттисем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, Александр Дмитриевич пек çынсене хальхи вăхăтра хунарпа шырасан та тупма çуккине, ял хуçалăх паттăрĕшĕн иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсем уйрăмах йывăр килнине, ăна пулăшайманшăн ỹкĕннине пытармарĕç. Çапах та çак тĕл пулăва пухăннисене пĕр шухăш пĕтĕçтерни палăрчĕ: халăх Александр Смалайкинăн ырă ĕçĕсене нихăçан та манмĕ, унăн ятне çỹлте тытма тăрăшĕ.

Альбина ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика