АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почта çыхăнăвĕнчи тăрăшулăхшăн

13 октября 2014 г.

Почта çыхăнăвĕнчи тăрăшулăхшăн

Паян çирĕппĕнех: "Почта _ çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене корреспонденцисемпе, таварпа тата пулăшупа туллин тивĕçтерекен шанчăклă тата экономлă тытăм", _ тесе калама пулать. Унăн пĕрлешĕвне 190 çĕр-шыв кĕрет. Хальхи вăхăтри почта çыхăнăвĕн сечĕ тĕнчере чи вăрăмми шутланать. Вăл 6800 чĕлхепе çырнă çырусене хăйсен адресĕпе вырăна çитерет. Çак калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ, яваплă ĕçре пирĕн ентешсен тỹпи те пур.

Акă, "Раççей почти" ФПУП-н Чăваш Республикинчи филиалĕн Çĕмĕрлери почтамтăн Ачкассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникне Клара Данилована кăçалхи июль уйăхĕнче професси уявне паллă тунă май Раççей çыхăнăвĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. Клара Александровна почта уйрăмĕнче 20 çул ытла тăрăшса ĕçлет. Çак хисепе вăл почта çыхăнăвĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата профсоюз организацийĕн ĕçне активлă хутшăннăшăн тивĕçрĕ. Ĕçтешĕсемпе, ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлекен пултаруллă хĕрарăм ĕçре те, ял-йышра та хисепе тивĕçнĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика