13 октября 2014 г.
Икĕ ялтан тăракан "Свобода" колхоз _ Элĕкпе Етĕрне районĕсен чиккинче, райцентртан вăтăр çухрăмра вырнаçнă. Юлашки тапхăрта пур еннелле те асфальт сарса çитернĕ, автобуссем те çỹреççĕ. Сакăр вун тăватă çул каярах йĕркеленнĕ хуçалăха тĕрлĕ çулсенче вуншар ытла маттур арçын ертсе пынă. Çав шутра хĕрĕх киллĕ Акташ ялĕнче пурăнакан 85-ри Николай Александрович Никитин та. Пирĕн сăмах шăпах ун çинчен пулĕ те. Николай пичче кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçнелле, ялсенче колхозсем йĕркеленме тытăннă тапхăрта, çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ те пĕр ялтанах пулнă. Çемьери 5 ачаран вăл _ асли. Ашшĕ, Александр Никитин (1903-1942), ялти "Большевик" колхоз кантурĕнче счетоводра, Хĕрлĕ Чутайри апат-çимĕç комбиначĕн директорĕнче тата ялти колхоз председателĕнче тăрăшнă. Амăшĕ, Анна Фадеевна Фадеева (1907-1969), колхоз уй-хирĕсенче вăй хунă. Германи çарĕсем СССР çине вăрçăпа кĕрсе кайсан Николай ашшĕне те çав кĕркуннех вăрçа ăсатнă. Колхоз председателĕ юратнă çемйипе, тăванĕсемпе, ял çыннисемпе хурланса сыв пуллашнă. Тепĕр çул вĕçнелле вара Александр Никитин рядовой пулеметчик Калинин облаçĕнчи Ржев районне кĕрекен Кондраково ялĕнче нимĕçсемпе çапăçса вилни çинчен пĕлтернĕ. Ашшĕ фронта тухса кайнине тата вăл Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн хаяр тăшманпа çапăçса вилни çинчен пĕлтернĕ усал хыпара Мăн Ямашри çичĕ çул вĕренмелли (халĕ _ вăтам) шкула çỹрекен 13-ри Николай яланлăхах асра тытса юлнă. Вăрçă çулĕсенчи ачалăхĕ халĕ те куç умĕнче. _ Хĕллехи кунсенче, классенчи кăмакасене хутса ăшăтма вутă пĕтсен пире, çирĕп хул-çурăмлă пионерсемпе комсомолецсене, шкул директорĕ Иван Андроникович Андроников (1916-1984) тата унăн кĕçĕн классене вĕрентекен Василий пиччĕшĕ (1912-1990) пĕр-икĕ хутчен Кĕрлевпе Туканаш ялĕсем çумĕнчи вăрмана илсе кайрĕç. Хăйсем "Заря" колхозăн шурă лашине, эпир вара килти вăкăрсене кỹлтĕмĕр. Хĕл сивви тем те тутарать çав. Çунасем çине малтанах хатĕрлесе хунă кĕске сыпăксене хамăрах тиесе вĕренсемпе çыхрăмăр... Пурнăçри тата çемьери пĕтĕм йывăрлăха пула, вăрçăн иккĕмĕш çулĕнче, пилĕк класс пĕтертĕм те урăх шкула каймарăм. Йăмăксемпе шăллăмсем вара вăрçă хыççăн çав шкултах çичĕ класс вĕренсе тухрĕç. Эпĕ те килте ĕçсĕр ларман: "Большевик" колхозăн çырма урлă вырнаçнă ферминче чăхсемпе сурăхсем тата ĕнесем пăхнă; гусеницăллă ХТЗ трактор хыçĕнче _ плугарьте, уй-хир бригадин бригадирĕнче çỹренĕ. Вăхăт çитсен, 1951-1955 çулсенче, манăн та Тăван çĕр-шыв хуралĕнче тăма тиврĕ. Служба Севастополь хулинчи уйрăм çыхăну батальонĕнче, Хура тинĕс хĕрринче иртрĕ. Мана сержант званине парса Тинĕс авиацин радиостанци начальникне çирĕплетрĕç. Киле матрос тумĕпе çаврăнса çитрĕм те çав кĕркуннех пĕрлешсе пысăкланнă Анат Çĕрпỹкассинчи "Волна" колхозăн уй-хир бригадине ертсе пыма тытăнтăм, _ ачалăхпа çамрăклăх çулĕсене аса илет Н.А. Никитин. Çартан таврăннă маттур каччăн, паллах, авланса уйрăлса тухмалла вĕт-ха. Хĕрĕсем пур-ха, анчах та ашшĕн Яманкассине качча тухнă Фекла йăмăкĕ (1924-1995) ăна çав ялти Ольга Алексеевна Воронова (1932-2006) комсомолкăпа паллаштарать. Çапла вара çамрăксем пĕрне-пĕри килĕштереççĕ те тепĕр çулхи çуркунне пуçламăшĕнче мăшăрланаççĕ, кĕçех куккăшĕ пурăннă вырăна тухса пĕчĕк пỹрт лартаççĕ. Çемьере çулран-çул ачасем çуралаççĕ: Иван (1957) _ Шупашкарти "Чувашнефтепродукт" предприятире _ шофер-тракторист, Анатолий (1958-2008) _ Шупашкарти "Чувашэнерго" предприятин механикĕ пулнă, Виталий (1959-2013) _ 54-ри арçын ашшĕпе пурăнчĕ, чĕре чирĕпе пĕлтĕр вилчĕ, Алексей (1963) _ Шупашкарти "Элара" заводра _ оператор, Надя (1965) _ Çĕпĕрти "Сургутнефть" предприяти кантурĕнче _ тирпейлỹçĕ. Пĕрлешсе пысăкланнă колхоза пĕрин хыççăн тепри ертсе пынă: Федот Иванович Крнаков (1914-2005), Алексей Григорьевич Кузьмин (1929-1977), Андрей Павлович Арланкин (1926-1980). Анат Çĕрпỹкассинче пурăнакан Владимир Кузьмич Скворцов (1932-1997) председатель Николай Александрович Никитина уй-хир бригадинчен трактор бригадине куçарнă. Тепĕр икĕ çултан, 1965 çулхи февральте ирттернĕ отчетпа суйлав пухăвĕнче, Н.А.Никитина икĕ ял халăхĕ председателе суйланă. Шанăçа ĕçпе çирĕплетессишĕн, колхозниксен пурнăçне çăмăллатассишĕн тата вĕсен культура шайне çĕклессишĕн, тавра курăма анлăлатассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ Власов секретарьпе Никитин председатель пĕрле ĕçленĕ тапхăрта. Шăпах çавăн чухне колхозниксем ĕç укçи çине куçаççĕ, унччен ĕç кунĕпе туса илнĕ продукци çеç алла лекнĕ. Аслă Октябрь революцийĕ 50 çул тултарас умĕн вăл тăрăхри ялсене электрификацилеме тытăнаççĕ. Кĕçех, 1966-мĕш çул вĕçĕнче, ял çыннисен тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланать: Çĕнĕ çул каçĕ колхозниксене электричество çутипе савăнтарать, вĕсем радиоприемниксемпе телевизорсем туянма тытăнаççĕ. Акташри Андрей Никитин (1921-1975) фронтовикпа Николай Александров (1933-2006) колхоз шучĕпе электриксен курсĕнче пĕлỹ илеççĕ те юратнă ĕçе пикенеççĕ. 1967-1977 çулсенче Николай Александрович колхозри зерносушилкăра тăрăшать тата çăм тапакан машинăпа ĕçлет, пенсие тухиччен тепĕр 13 çул Мăн Ямаш аэропортне хураллать. Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ, ватлăх çывхарса пырать. Ăна вара чарма та, улăштарма та май çук: вăл пирĕн пурнăç йĕрки. Кирек мĕнле пулсан та ватлăх савăнăç мар ĕнтĕ, уйрăмах _ сывлăх хавшасан. Юлашки çулсенче вăл утайми пулчĕ, ăна ачисем пăхаççĕ. Унтан та ытларах тылпа ĕç ветеранĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Виталийпе (1940-1988) Виссарион (1935-1995) шăллĕсемшĕн, арăмĕпе икĕ ывăлĕшĕн тата Агреппина (1931-2009) йăмăкĕшĕн хытах кулянать. Юрать-ха, Анат Çĕрпỹкассинче тăлăха юлнă Зоя (1938) йăмăкĕ ун патне час-часах килкелесе каять. Йывăр хуйха пĕрле пайлани тăвансене малалла пурăнма пулăшать.
Геннадий САВЕЛЬЕВ.