15 октября 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форума ирттерме Чăваш Ене пухăннă май спорт общественноçĕ тĕрлĕ ыйтăва тишкерчĕ, хакларĕ, аталану çул-йĕрĕсене палăртрĕ. Форум программипе килĕшỹллĕн октябрĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче "Спорт резервне хатĕрлемелли тытăм: хальхи лару-тăру тата приоритетлă аталану тытăмĕсем" конференци иртрĕ.
Унăн ĕçне хутшăннă РФ спорт министрĕ Виталий Мутко çитес çулсенче спорт резервне хатĕрлес енĕпе çине тăрса ĕçлессине палăртрĕ. Форумăн иккĕмĕш кунĕ вĕçленнĕ май Виталий Мутко спорт министрĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç. Виталий Мутко палăртнă тăрăх, форума массăллă информаци хатĕрĕсен 150 ытла представителĕ çутатнă, хăнасен шучĕ виçĕ пин ытла пулнă. Форумăн ĕçлĕ программипе килĕшỹллĕн Чăваш Енре тĕрлĕ 18 мероприяти иртнĕ, тĕп вырăнта _ Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ. Владимир Путин ертсе пынă ларура спортăн 2006 çулта пуçланнă истори шайĕнчи тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
Форум вăхăтĕнче "Спорт литератури, пресса, мультимедиа", "Паянхи спорт. Инновацисем тата малашлăх" куравсем ĕçлерĕç, вĕсенче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекса çĕр-шывра чĕртсе тăратнине тата ГТО паллин презентацине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. ГТО комплексĕ халăхăн пысăк пайĕшĕн норма пулса тăмалли пирки каларĕ министр. Çитес çулах пĕтĕм шкулпа аслă вĕренỹ заведенийĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçламалла, 2017 çултан пуçласа вара _ пĕтĕм çĕр-шывĕпе. Виталий Мутко форума ирттерме Чăваш Ене ăнсăртран суйласа илменнине палăртрĕ, Михаил Игнатьева, республика Правительствине хăнасене тарават йышăннăшăн, йĕркелỹ ĕçне лайăх пурнăçланăшăн тав турĕ. Михаил Игнатьев форума Чăваш Енре ирттерни республикăшăн пысăк чыс пулнине палăртрĕ, куншăн Владимир Путин Президента, Виталий Мутко министра тав турĕ. Ютран килнĕ журналистсем те чылайăн пулнăран республика çинчен, кунта спорт мĕнле аталанни пирки кĕскен каласа пачĕ _ халăхăн 36 проценчĕ спортпа туслă, 31 пин ачапа çамрăк спорт шкулĕсене çỹрет. Спорт резервне тата тренерсене хатĕрлесси, 2018 çулта Раççейре футбол чемпионатне ирттересси, спортăн тĕнче шайĕнчи улшăнăвĕсем пирки те сăмах пычĕ пресс-конференцире. Форумран республика валли "эпир мĕн илсе килни пĕтĕмпех юлать" тесе палăртрĕ министр. Унăн шухăшĕпе, региона çĕр-шыв Президенчĕ килни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пресс-конференци хыççăн форум ĕçне пĕтĕмлетекен пленарлă лару иртрĕ, унта физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе çитĕнỹсем тунисене, тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтернисене Раççей тата Чăваш Республикин наградисене парса чысларĕç. Пиллĕкмĕш хут иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум вĕçленчĕ, тĕрлĕ пулăмсемпе асра юлчĕ.
Эпир вара çапла калатпăр: "Чăваш Ен çĕнĕ çĕнтерỹсене хатĕр!" Çитес çул Чăваш Республикинче çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европăри чемпионачĕ иртĕ, 2016 тата 2018 çулсенче вара хăвăрт утакансен тĕнче чемпионачĕсем пулĕç. Алина КАРПОВА.