АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Талантсем хамăр хушăрах

15 октября 2014 г.

Районта театр пултарулăх коллективĕсен "Асамлă чаршав" фестивалĕ малалла пырать. Вăл йĕркеленсе кайнăранпа районта театр ĕçĕ самай вăй илнине палăртмалла. Паян районта _ 20 театр коллективĕ, вĕсенчен пĕри "халăх театрĕ" ята тивĕçнĕ.

Фестивале кăçал Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕн театр коллективĕ Н.Угаринăн "Ах, кăйкăрăм эсĕ манăн" спектакльпе уçнă. Акă мĕн çырать çакăн пирки редакцине Культура институчĕн студенчĕ А.С.Башкиров: "Спектакле халăх театрĕн режиссерĕ Валентина Степанова лартрĕ. Палăртас килет, Валентина Михайловна хатĕрленĕ спектакльсем пĕрре мар конкурс-фестивальте çĕнтернĕ. Сăмахран, "Таврăнчĕ савни салтакран", "Кин мыскари пуçланчĕ" дипломсене тивĕçнĕ. Хальхи спектакле те район центрĕнче тата Кив Атикассинче пурăнакансем хапăл туса йышăнчĕç. Тĕрĕссипе, спектакльсене ялтан-яла, кỹршĕ районсене çитсе кăтартсан аван пулмалла".

Автор шухăшне тĕрĕсех палăртать. Пултарулăх ушкăнĕсен халăхпа час-часах тĕл пулмалла, спектакль урлă ял çыннин кăмăлне çĕклемелле, кирлĕ пулсан пурăнма тата йăнăшсене тỹрлетме вĕрентмелле...

Эпĕ хам та иртнĕ эрне кун Николай Шăнкăрав çырнă "Ылтăн качака сĕчĕ" камите кайса куртăм та кăмăллă юлтăм. Ытти куракансем те спектакль лартакан тата чуна парса роль калăплакан вырăнти артистсем паянхи саманари çивĕч ыйтусене тĕрĕс хускатнине палăртрĕç. Ял ĕçченĕ туса илекен продукцие хаклама вĕрентни те палăрчĕ унта.

Пьесăна çыраканĕ тата лартаканĕ пирки _ уйрăм сăмах. Николай Шăнкăравăн таланчĕ нумай енлĕ пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Чăн-чăн пултарулăх çынни çапла пулмалла та! Иртнĕ çул вăл лартнă спектакль фестивальте иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал та жюри лайăх хак парасси иккĕлентермест.

Палăртмалла, фестиваль пуçланнăранпа спектакльсем Кив Атикассинче (А.Суханăн "Вĕрентеççĕ арăмсем" пьесипе), Туктамăшра (Н.Сидоровăн "Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть"), Штанаш ял тăрăхĕнче (Н.Терентьевăн "Çĕпĕр дивизийĕ"), Тралькассинче (А.Зайцевăн "Манăн хĕрлĕ мăкăньăм"), Атнарта (Н.Сидоровăн "Виçĕ хĕрпе пĕр каччă"), Серенкассинче (Н.Шăнкăравăн "Ылтăн качака сĕчĕ"), Сĕнтĕкçырминче (Н.Терентьевăн "Хĕрĕме калам _ кинĕм илт"), Хватукассинче (А.Суханăн "Ватти çук та _ латти çук") кăтартнă. Çак кунсенче Мăн Этмен тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен коллективĕсем сцена çине тухмалла. Фестивале вара октябрĕн 27-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç, вăхăт çитсен кам çĕнтернине кайса курăпăр. А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика