15 октября 2014 г.
Октябрĕн 10-мĕшĕнче Ачкасси ял тăрăхĕнче, Шулюри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта, йăлана кĕнĕ тăрăх ентеше, пĕрремĕш ракетчика Алексей Анисимович Захарова асăнса VIII шахмат турнирĕ иртрĕ. Ăмăртусене вырăнти 34 шахматист хутшăнчĕ: Чăваш Енре иртнĕ турнирсен çĕнтерỹçисем те, шахматла выляма кăмăллакансем те, ачасем те. 7-мĕш класра вĕренекен яшсем хушшинче "ылтăна" Владислав Тунейкин тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Валерий Кудряшов тухрĕ, виççĕмĕш _ Константин Солдаткин. Хĕрсем хушшинче иккĕмĕш çул ĕнтĕ Анастасия Григорьева (Çĕмĕрлери техникумра вĕренет) мала тухать, иккĕмĕш _ Полина Медакина (5-мĕш класс), виççĕмĕш _ Галина Тарасова (преподаватель). Çавăн пекех Юрий Гурьяновпа (преподаватель) Анастасия Григорьева, Дмитрий Крыцовпа Алена Шуськина (7-8 классем), Владислав Тунейкинпа Полина Шуськина (6-7 классем), Никита Кудряшовпа Полина Медакина (4-5 классем), Илья Катушкинпа Мария Инжебейкина (1-3 классем) палăрчĕç. Шкул çулне çитменнисем хушшинче Тимур Туйманова ("Хĕвел" ача сачĕ) çитекенни пулмарĕ.
А.ТУЙМАНОВ, турнирăн тĕп судйи.