20 октября 2014 г.
Çапла калать 20 çул "Коминтерн" ЯХПК-на ăнăçлă ертсе пыракан Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Альбина Новикова. Ертỹçĕ хăйĕн ĕçченĕсене хаклать, хисеплет. Çакă вĕсене ĕç укçи лайăх тỹленинче те, канмалли условисем туса панинче те, тивĕçлĕ канăва тухнисене манманнинче те палăрать. Ĕçченĕсем те тăрăшуллă, сăмахран, хуçалăхра ĕçлекенсенчен тăххăрăшне Раççей е Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ят парса чысланă.
- Альбина Борисовна, черетлĕ ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пырать. Çавăнпа ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕ çывхарнă май ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен ĕçне мĕнле хак пама пултаратăр?
- Кăçалхи çул иртнĕ çулхинчен тухăçлăрах пулчĕ. Тыр-пул пĕлтĕр 3000 тонна пухса кĕртнĕ пулсан кăçал 3500 тонна таранах илтĕмĕр (тухăçĕ 25 центнер). Çакă тепĕр çулталăк пурăнма çителĕклех тесе шутлатпăр. Выльăх апатне пĕлтĕр те япăх мар хатĕрленĕччĕ, кăçал татах та ытларах, пĕр условнăй выльăх пуçне 24,5 центнер апат единици янтларăмăр. Унсăр пуçне пысăк пахалăхлă апат хатĕрлеме тăрăшрăмăр. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче илсен пысăк çитĕнỹсем турăмăр. Пĕлтĕр çулталăкĕпе те ĕне пуçне 4000 килограмм сĕт сунă пулсан, тăхăр уйăхра 4613 килограма çитрĕ. Хуçалăх пĕтĕмпе кăçал 1939 тонна сĕт (641 тонна ытларах), 462 тонна аш-какай (114 тонна ытларах) сутрĕ.
- Сĕт-çу комплексĕнчи лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарсамăрччĕ.
- Сĕт-çу ферминче ĕçлекенсем кăçал ĕнесене апатçитерессине урăхла майпа йĕркелерĕç. Çĕнĕлле ĕçлени сăвăма ỹстерме май пачĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене çамрăклах çулса сенаж траншейине хыврăмăр. Люцернăна виçĕ хут çулса илтĕмĕр, кукурузăна, тĕшшипе тунине пĕрле вĕтетсе, сенажа хыврăмăр. Çапла майпа ĕнесене нумай çул ỹсекен курăк, кукуруза сенажĕ, утă-улăм тата комбикормпа сахăр патоки хутăштарса çитеретпĕр. Çу кунĕсенче ĕнесене çаран çине кăлармастпăр, çулталăкĕпех çавăн пек майпа тăрантарса усратпăр. Сĕт-çу комплексĕ пĕтĕм сĕте чи паха сортпа сутать, хакĕ те пĕчĕкех мар. Тăхăр уйăхри сутмалли вăтам хак 20 тенкĕ те 45 пуспа танлашнă. Паха продукцие Етĕрнери сĕт заводне тата канашсене сутатпăр. Дояркăсене пысăк пахалăхлă сĕт сутнине кура преми парса хавхалантаратпăр. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи вара 20 пин ытла тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмпе сĕт-çу комплексĕнче сакăр доярка ĕçлет. Вĕсене пурне те ырăпа асăнмалла. Çапах та чи малтанах сĕт- çу комплексĕн заведующийĕ Андрей Данилов ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вăл отрасльте нумай çул хушши тăрăшса ĕçлет, ĕнесене пĕлсе пăхать. Галина Сергеева, Роза Данилова, Людмила Вазикова, Александр Еремин, Оксана Федорова, Алина Сорокина ĕне сăвакансем те тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. "Сĕт - ертỹçĕ пуçĕнче, ĕнен чĕлхи çинче тата доярка аллинче" тесе ахальтен каламан. Кунта вăй хуракансем çакна виççĕшне те асра тытса ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне ĕнесене пăрулаттарнă çĕрте вăй хуракан Нина Черепанова тăрăшулăхне те палăртмалла. Вăл ĕнесене пăрулас вăхăт тĕлне тивĕçлĕ хатĕрлет, лайăх пăрулаттарса вунă кун хушши пăрушĕсене сĕт суса ĕçтерет, унтан пăру витине куçарса парать. Кунтах выльăхсене вăхăтра апатпа тивĕçтерекен Александр Сидоровпа Василий Петров механизаторсене ырăпа асăнмалла. Татьяна Матвеева кладовщица та маттур: ĕнесен кашни ушкăнĕ валли ятарласа тĕрлĕ рационпа комбикорм хатĕрлеттерет. Комбикорм тунă çĕрте Павел Индейкинпа Николай Чабыков та лайăх ĕçлеççĕ. Ку сĕт-çу комплексĕнчех пăрусене сĕтрен уйăриччен виçĕ уйăх хушши Мария Князевапа Елена Матвеева пăхса çитĕнтереççĕ. Трапай ферминче, мăйракаллă шултра выльăха самăртнă çĕрте (виçĕ уйăхран пуçласа çулталăка çитиччен), Александр Юманкин тăрăшать, пĕчченех 250 пуç пăхать. Выльăх талăкне вăтамран 742 грамм ỹт хушать, Сорăм ферминчи вăкăрсем _ пĕр килограмм таранах.
- Туканашри сысна ферми пирки мĕн калама пултаратăр?
- Сысна ферми хуçалăх аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Уйрăмах кăçал пысăк тухăçпа ĕçлесе пырать. Фермăра паян 3294 пуç сысна. Вĕсене пăхакансем кăçал 330 тонна аш сутрĕç, пĕлтĕрхинчен 100 тонна ытларах. Сысна пăхакансем яваплăха туйса пысăк тăрăшулăхпа ĕçлеççĕ. Альбина Леонтьева ветеринари тухтăрĕ çамрăк пулсан та хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать. Ирина Сорокина _ пултаруллă çын, малтан хăй сыснасене пăхрĕ, халĕ ферма заведующийĕ. Сысна çăвăрлаттарнă çĕрте тăрăшакансене те _ Альбина Мазиковапа Светлана Афанасьевана _ ырăпа асăнмалла. Вĕсем амасене пĕтĕлентерессипе тимлеççĕ тата çăвăрлаттарса çурасене 28 куна çитиччен ачаш пăхса талăкра 220 грамм ỹт хуштарса пыраççĕ. Тăхăр уйăхра вĕсем 3500 çура çитĕнтерсе тепĕр ушкăна куçарса панă. Çамрăк çурасене виçĕ уйăхччен (900 çура таран) Лариса Смалайкина лайăх пăхать, талăкра 460-470 грамм чĕрĕ ỹт хуштарать. Кайран виçĕ уйăхран малалла сыснасене самăртнă çĕрте Елена Родионовапа Елена Абаськина (кашни 800-900 пуç сысна пăхаççĕ), кунне 600-700 грамм чĕрĕ ỹт хуштараççĕ. Сысна ферми валли комбикорм хатĕрленĕ çĕрте Иван Тарасов лайăх ĕçлет. Çамрăк çын виçĕ-тăватă çул ĕнтĕ вăрман леш енчи ялтан, хăйсем патĕнче ĕç çукран, Туканаш фермине ĕçлеме çỹрет. Ăна эпир уйăхсерен çул укçи тỹлесе тăратпăр.
- Ман шутпа, сирĕн хуçалăх механизаторсемпе мухтанма пултарать. Çапла-и?
- Чăнах та, механизаторсем - хуçалăхра -яланхи шанчăклă ĕçченсем. Вĕсенчен нумайăшĕ пĕр техникăпа кăна мар, иккĕ-виççĕпе ĕçлет. Сăмахран, Илья Пономарев МТЗ-82 тракторпа та, выльăх апачĕ хатĕрлемелли тата тыр-пул пухса илмелли комбайнсемпе те ĕçлет. Çавăн пекех Михаил Мадайкин, Михаил Степанов, Геннадий Абаськин трактористсем те тăрăшуллă, темиçе техникăпа та ĕçлеме пултараççĕ. Çапла вĕсен тата ытти механизаторсен вăйĕпе çулталăкĕпех хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене пурнăçласа пыратпăр. Машинăпа трактор паркĕ шанчăклă алăра: Анатолий Куропаткин тĕп инженер ĕç çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлет, пур техникăна та тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшать.
- Хуçалăх ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе мĕнле усă куратăр?
- Çулталăка пĕтĕмлетсе çакна каламалла: кăçал сĕт, аш хакĕ пĕчĕкех маррине пула тата продукци ытларах сутнине кура хуçалăх кассине укçа-тенкĕ иртнĕ çулхинчен ытларах кĕчĕ. Çапла хуçалăх аталанăвне 21 миллион ытла тенкĕ хыврăмăр. Вăл шутран 11 миллион та 930 пин тенкĕлĕх çĕнĕ ял хуçалăх техники туянтăмăр. 9 миллион та 800 пин тенкĕлĕх хуçалăхра строительство ĕçĕсем пурнăçларăмăр.
- Альбина Борисовна, "Коминтерн" _ районта малта пыракан хуçалăх. Республика шайĕнче вăл мĕнлерех вырăн йышăнать, мĕнле шутлатăр?
- Кашни çулах "Агро-инноваци" унитарлă хысна предприятин "Агро-100" Клубĕ республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен çулталăкри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене кура рейтинг хатĕрлет. Сăмахран, пирĕн хуçалăх 2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăри чи лайăх 100 хуçалăхсен рейтингĕнче 6-мĕш, 2012 çулта 8-мĕш йĕркере тăнă. Шел те, 2013 çул кăтартăвĕсемпе вăл йыша кĕме май килмерĕ, рейтингра 16-мĕш вырăна куçса лартăмăр. Кăçал пирĕн кăтартусем иртнĕ çулхинчен самай лайăхрах, çавăнпа маларах куçасса шанатăп.
Палăртмалла, район тỹпинче "Коминтерн" хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕхĕ, ĕнĕсен шучĕ 44-45 процент, тыр-пул туса илесси 40 процент, сĕт сăвасси 57 процент, аш-какай 77 процент йышăнать. Кĕскен каласан, районта туса илекен ял хуçалăх продукцийĕнчен çуррине ытла пирĕн хуçалăх туса илет.
- Тавтапуç интереслĕ калаçушăн.
А.ЗАМУТКИНА калаçнă.