20 октября 2014 г.
1954 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче СССР Тĕп прокурорĕ Роман Руденко "Прокурор-криминалист ĕçĕ çинчен" 3Ỹ195 хушăва алă пуснă. 2007-2011 çулсенче прокуратура органĕсене реформăланине пула, çавăн пекех следстви тытăмне уйăрнă тата çĕнĕ следстви органĕ _ Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕ _ туса хунă пирки прокурор-криминалистсен служби следовательсемпе криминалистсен служби пулса тăнă. Анчах та çак службăн ĕç тивĕçĕ улшăнман, службăра тăракансем яланхи пекех преступленисен тĕпчевне пахалăхлă йĕркелесе ирттерес енĕпе ĕçлеççĕ. Чăваш Енри Следстви Управленийĕн тытăмĕнче криминалистика пайĕ пур. Унти сотрудниксем преступлени пулнă вырăнсенче следовательсене практика пулăшăвĕ параççĕ. Вĕсем пулăшнипех йывăр преступлени тăвакансене тытса чарма май килет. Акă кăçал çынна вĕлернĕ тĕслĕхсене (РФ УК-ан 105-мĕш статйи) 98 процентран та ытла уçса пама пултарнă. Çын сывлăхне йывăр сиен кỹрсе вилĕм патне çитернĕ тĕслĕхсенче (РФ УК-ан 111-статйин 4-мĕш пайĕ) вара айăплисене пурне те тытнă. Хăйсен уйрăм вăхăтне шеллемесĕр следователь-криминалистсем кăнтăрла е çĕрле йывăр преступленисем пулнă вырăнсене тухса каяççĕ, следстви пуçламăш тапхăрĕн шыравпа тĕпчев ĕçĕнче курăмлă пулăшу кỹреççĕ, преступлени тунине çирĕплетекен, айăплине ĕнентерме пулăшакан япаласене тупаççĕ. Уйрăмах следстви практикинче полиграфпа усă курса психологипе физиологи тĕпчевĕ ("детектор лжи") ирттересси анлă сарăлчĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче çакăн пек тĕпчеве 605 хут ирттернĕ. 2011-2014 çулсенче кăна темиçе çул каялла тунă, тĕрлĕ сăлтавсене пула уçайман 173 преступление уçса пама пултарнă. Вĕсенчен: вĕлернĕ тĕслĕх _ 9, çын сывлăхне йывăр сиен кỹрсе вилĕм патне çитерни _ 3, мăшкăллани _ 4. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса пама, преступниксен йĕрĕсене палăртма хальхи вăхăтри криминалистикăри хатĕрсем, эксперт тĕпчевĕсен çĕнĕ тĕсĕсем пулăшаççĕ. Çапла, полиграф пулăшнипе Шупашкарта 60 çулхи арçынна тата Куславкка районĕнче 11 çулхи хĕр ачана вĕлерекене тупса палăртма май килнĕ. Çавăн пекех хатĕр пулăшнипе следовательсем Шупашкарта пурăннă 69 çулхи арçын виллине Етĕрне районĕнче, вăрманта, тупма пултарнă. Йăлана кĕнĕ тĕпчевсемпе пĕрлех генетикăпа одорологи эксперт тĕрĕслевĕсем (шăршă тăрăх пĕлни) тата ытти те преступленисене уçса пама пулăшаççĕ. Унсăр пуçне криминалистикăн çакăн пек мелĕ _ панорамăллă 3D сăн ỹкерчĕк туни преступлени пулнă вырăна тĕплĕ тĕпчеме май парать. Следстви управленийĕнче çавăн пекех пысăк технологиллĕ криминалистика техники пур: Touch UFED комплекс _ мобильлĕ электроустановкăсенчи çухалнă информацие тупма, эксперт çути паракан тата цианакрилат камери çын куçне курăнман преступлени йĕрне тухăçлăрах шырама пулăшаççĕ. Асăннă хатĕрпе усă курса Вăрнар поселокĕнче пулнă преступление уçма май килнĕ следовательсен: тăван амăшĕ хăйĕн çулталăкри ачине вĕлернине. Тата ытти преступленисене те тĕпченĕ следовательсем. Пĕлтĕртен вара следовательсем преступление уçса парас тĕлĕшре, врач-психологсем пулăшнипе, гипнорепродукци мелĕпе усă кураççĕ. Çак мел çынна тỹссе ирттернĕ самантсене каялла таврăнма, лару-тăрăва, преступник сăнне, сăн-питне аса илме пулăшать. Методика пулăшăвĕсĕр пуçне асăннă тытăм халăха валли тĕрлĕ хыпар кĕнекисем хатĕрлет. Вĕсемпе следстви управленийĕн официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Е.ВИССАРОВ, Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи. Айăпли кам-ши? 2014 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче ирхине Муркаш районĕнчи Ландыши ял çывăхĕнчи автоçул çинче "Шкода Октавиа" автомобиле тытса пыракан Çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн 36 çулхи инспекторĕ çул хĕррипе транспорта хирĕç утса пыракан çын çине кĕрсе кайнă. Асăннă районти Семенькасы ялĕнче пурăннă 48 çулхи арçын вырăнтах вилнĕ. Паянхи кун Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕпчев ирттерет. Информаци тăрăх полици сотрудникĕ Муркашран Шупашкаралла, хăйĕн ĕç вырăнне, çул тытнă. Малтанхи даннăйсемпе инкек пулнă самантра автоçул çинче тĕтрене пула кураслăх япăх пулнă. Медицина тĕрĕслевĕ инспектор ỹсĕр пулманнине çирĕплетнĕ. Инкек çинчен вăл çийĕнчех полицие пĕлтернĕ, вырăнтан тарман. Хальлĕхе тĕпчев малалла пырать. Унсăр пуçне следстви эксперименчĕ те пулмалла. Унăн кăтартăвĕсемпе йышăну тăвĕç.
Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ.