АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпли кам-ши?

20 октября 2014 г.

2014 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче ирхине Муркаш районĕнчи Ландыши ял çывăхĕнчи автоçул çинче "Шкода Октавиа" автомобиле тытса пыракан Çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн 36 çулхи инспекторĕ çул хĕррипе транспорта хирĕç утса пыракан çын çине кĕрсе кайнă. Асăннă районти Семенькасы ялĕнче пурăннă 48 çулхи арçын вырăнтах вилнĕ. Паянхи кун Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕпчев ирттерет. Информаци тăрăх полици сотрудникĕ Муркашран Шупашкаралла, хăйĕн ĕç вырăнне, çул тытнă. Малтанхи даннăйсемпе инкек пулнă самантра автоçул çинче тĕтрене пула кураслăх япăх пулнă. Медицина тĕрĕслевĕ инспектор ỹсĕр пулманнине çирĕплетнĕ. Инкек çинчен вăл çийĕнчех полицие пĕлтернĕ, вырăнтан тарман. Хальлĕхе тĕпчев малалла пырать. Унсăр пуçне следстви эксперименчĕ те пулмалла. Унăн кăтартăвĕсемпе йышăну тăвĕç.

Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика