20 октября 2014 г.
Шупашкарта вырнаçнă Республикăри юсану медицинипе тỹрленỹ центрĕн ĕçченĕсем районсене çитсе халăха пулăшу параççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем район центрĕнчен аякра вырнаçнă Штанаш ял тăрăхĕнче пулчĕç. 12 çынран тăракан ушкăн Штанашри офиса ятарласа пухăннă халăхăн сывлăхне тĕрĕслерĕ. Пĕр кунта 80 çынна йышăнса тĕп хулари медицина ĕçченĕсем тĕрлĕ тĕрĕслев ирттерчĕç: юнри холестеринпа сахăр виçине темиçе минутрах пĕлме пулать иккен, анализ илнĕ чухне йĕппе чикни те пачах ыраттармасть... Юн пусăмне те виçсе пăхрĕç, кардиовизор, спирометри йышши тĕрĕслевсем те ирттерчĕç юсану медицинипе тỹрленỹ центрĕн тухтăрĕсем Татьяна Галкина, Вероника Степанова, Екатерина Весновская тата район больницин врач-терапевчĕ Марина Селянкина. Унтан пациентсене Сывă пурнăç карттине пачĕç, сывлăха сыхлама, вăхăтра тĕрĕсленсе тăма тата сипленме, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнсе каларĕç. Штанашри офиса Чутайран тухтăр эрнере темиçе хутчен килсе тăрать. Район больницин тухтăрĕсен ушкăнĕ те ятарлă графикпа çỹрет, çапах та Шупашкарти медицина ĕçченĕсем тĕрĕслеме килни питĕ вырăнлă пулчĕ.
Галина ЗОТОВА, Штанаш.