АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа-тенкĕ калăпăшĕ çулсерен ỹссе пырать

22 октября 2014 г.

Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн 2014 çулхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май çакна каласа хăвармалла: Чăваш Енре пулăшу пама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ çулсерен ỹссе пырать, сетьрен паракан социаллă программăсем пурнăçланаççĕ. Акă кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче патшалăх тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерме 68 млн та 284 пин тенкĕ уйăрнă.

Паянхи куна районта 6538 çын (районта пурăнакансен 40 ытла проценчĕ) тĕрлĕ пулăшупа усă курать. Çав шутра: вăрçа хутшăннисем _ 21 çын, салтак арăмĕсем _ 198, инвалидсем _ 1271, нумай ачаллă çемьесем _ 120 тата ытти те. Паянхи кун районта 5052 ватă çын пурăнать, вĕсенчен 4298-шĕ федераци е республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ шучĕпе паракан социаллă пулăшăва илсе тăрать. Уйăхсерен 1964 ĕç ветеранне 1082 тенкĕпе тивĕçтеретпĕр, 216 тыл ĕçченне 1027 тенкĕ уйăратпăр, реабилитаци тỹснĕ 42 çын уйăхсерен 2591 тенкĕ илсе тăрать. Каласа хăвармалла, тăхăр уйăх хушшинче вĕсене пĕтĕмпе 32 млн та 429 пин тенкĕлĕх çăмăллăхсем уйăрса панă.

Пирĕн районта ĕç ветеранĕсен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. 2014 çулта 42 çынна "Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ" ят, 31 çынна "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" пулнине çирĕплетекен удостоверени панă. Ветерансен сывлăхне çирĕплетес енĕпе те ĕç малалла пырать. Кăçал сакăр ĕç ветеранне тата икĕ инвалида путевкăсемпе канма ятăмăр. Вăрçă ветеранĕсене тата салтак арăмĕсене хăтлă çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указне йышăннăран вара районти 248 ветеран сертификатсемпе усă курнă, çав шутра 2014 çулта _ 7 çын. Сывлăх, вĕрентỹ тата культура сферисенче ĕçлекен 657 специалиста кăçал коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн 9 млн та 88 пин тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтернĕ.

Сахал тупăшлă çемьесене, пенсионерсене (534 çынна) çутăпа тата ăшăпа усă курнăшăн 3 млн та 61 пин тенкĕ уйăрса панă. Уйăхри вăтам субсиди виçи 636 тенкĕпе танлашать. 2014 çулта ача укçисене уйăхсерен вăхăтра тата туллин тивĕçтерме тăрăшнă. Çакна валли тăхăр уйăх хушшинче 23 млн та 703 пин тенкĕ уйăрнă.

Нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹссе пыни те савăнтарать. 2014 çулта 30 çемьене 3-мĕш ача çуратнăшăн республикăри амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификатне панă. Пĕлтĕртен вара 3-мĕш е ун хыççăнхи ача çуратнăшăн тепĕр пособи пама пуçларăмăр. Унăн виçи 6 пинрен иртет.

Тăхăр уйăх хушшинче 53 çемье çак пособие илсе тăнă. Вĕсене пурĕ 3 млн та 272 пин тенкĕ уйăрнă. Çакна та палăртмалла, тăхăр уйăх хушшинче 3790 çын тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курас тĕллевпе районти социаллă хỹтлĕх пайне килнĕ.

Вера ЯРАБАЕВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика