22 октября 2014 г.
Етĕрне районĕн сучĕ участок уполномоченнăйĕ тĕлĕшпе уçнă уголовлă ĕçе тишкерчĕ, вăл айăплă тесе йышăнчĕ. Полици сотрудникĕн çул-йĕр правилисене пăснăшăн, руль умне ỹсĕрле ларнăшăн, çын сывлăхне йывăр сиен кỹнĕшĕн РФ УК-ан 264 статйин 2-мĕш пайĕпе явап тытма тивет. Суд ăна икĕ çуллăха условнăй майпа айăпларĕ. Çавăн пекех асăннă гражданин руль умне икĕ çул хушши лармĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: 2014 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче, каçхине, Туктамăш ялĕнче ВАЗ-21140 автомобиле тытса пыракан полици сотрудникĕ, ỹсĕрскер, çулпа пыракан 24 çулхи арçын çине кĕрсе кайнă, ун сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ. Унтан полицейски инкек пулнă вырăнтан çухалнă. Суд йышăнăвĕ вăя кĕмен. Палăртмалла, малтанах айăпа полици сотрудникĕн мăшăрĕ хăйĕн çине илнĕ, протоколсене те ун ячĕпе çырнă пулнă. Тĕрĕслев вара автомобиле полици уполномоченнăйĕ хăех тытса пынине çирĕплетрĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнманнине пула (чăн-чăн айăплă çынна тупса палăртас енĕпе ĕçлеменшĕн) тата ултă полици сотрудникĕн дисциплинарлă явап тытма тивет.
Етĕрнери следстви комитечĕ.