22 октября 2014 г.
Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче районта 120 преступлени пулнине регистрацилерĕмĕр, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан _ 17,8 процент сахалтарах. Преступленисен шучĕ вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем сахал пулнăран (пĕлтĕр _ 30, кăçал _ 9) чакрĕ, çакă савăнтарать. Шута илнĕ преступленисенчен ытларахăшĕ _ йывăрах мар преступленисем (55,8 процент). Анчах та уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ ỹсрĕ. Апла пулин те кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче вĕсене пурне те уçса патăмăр. Тăхăр уйăх кăтартăвĕсемпе наркотиксемпе çыхăннă икĕ преступлени шута илтĕмĕр, экономика сферинче 18 преступлени тупса палăртрăмăр. Уçса парайман преступленисенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă. Çакна палăртас килет _ преступленисене ỹсĕрле тăвакансен шучĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе (64 пулнă) танлаштарсан чакрĕ _ кăçал кун пек 43 преступлени шута илтĕмĕр. "Хăрушсăр хула" тытăм ĕçленĕ май район территорийĕнче тăхăр видеокамера вырнаçтартăмăр, çакă халăха преступленисенчен, терроризмла хăрушлăхран сыхлама, çынсем нумай пухăннă вырăнсенче хỹтĕлеме пулăшать.
Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.