22 октября 2014 г.
Раççей планетăра сигарет, табак изделийĕсене туртакансен йышĕпе 3-мĕш вырăн йышăннине пĕлетĕр-и эсир? Пĕтĕм тĕнчери табак туса кăларакансем вĕсен сиенлĕ витĕмĕ пирки лайăх пĕлеççĕ. Çын никотин патне хăвăрт хăнăхни никамшăн та вăрттăнлăх мар. "Никотинăн пĕчĕк дози лашана та вĕлерет" тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Çапла, кунне пĕр пачка çурă сигарет (30 штук) туртса яни çын 300 рентген тĕрĕслевĕ тухнипе танлашать. Чернобыльте авари пулнă вăхăтра ликвидацие хутшăннă çынсен организмĕпе те танлаштарма пулать сигарет нумай туртакансене. Табак тĕтĕмĕ автомобиль сĕрĕмĕнчен 4-5 хут наркăмăшлăрах. Пĕр сигарет химкомбинатран та хăрушăрах: радиоактивлă элементсем, наркăмăшлă хутăшсем, аммиак, тĕрлĕ йỹçексем тата ытти те _ çын организмĕшĕн сиенлĕ 3 пин таран япала. Никотин С витаминсене активлă аркатать. Кунне пĕр пачка сигарет туртакан, организмра С витамин нормине виçене çитерес тесен, талăк хушшинче 20 апельсин çиме тивĕç. Табак туртсан ракпа чирлес хăрушлăх самай ỹсет. Ытти чирсем те васкасах "çыпçăнаççĕ" сигарет тарçисен. Сиенлĕ хăнăхуран сивĕнме кăмăл çук пулсан специалистсем кăна пулăшаççĕ.
Александр ЯКОВЛЕВ,район больницин врач-наркологĕ.