АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем спайспа туслашаççĕ

22 октября 2014 г.

Эрех-сăра, наркотик нихăçан та çынна ырри патне илсе çитермест. Шел те, çамрăксен пĕр пайĕ пурнăç хакне, унăн илемне ăнланмасть, сиенлĕ йăлапа туслашать. Наркотикпа ашкăнакансен йышĕ ỹссех пырать. Унăн серепине ытларах чухне çул çитмен ачасемпе шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ. Нумаях пулмасть Раççейĕн темиçе регионĕнче çĕнĕ йышши наркотикпа наркăмăшланнă тĕслĕхсене тупса палăртрĕç. Ăна тутанса çут тĕнчерен уйрăлнă тĕслĕхсем те пур. Чăваш Енри сывлăх сыхлав учрежденийĕсене те паллă мар наркотикпа наркăмăшланса пыракан чылай. Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче çеç 156 çын пулăшу ыйтнă. Сиенлĕ йăлапа туслашнисене шăнăр туртни, хăстарни, çав вăхăтрах ăс-тăн енчен арпашăнни канăç паман. Вĕсем хушшинче 18 çула çитменнисем те пур. Çак уйăхра кỹршĕ регионти пĕр ушкăн пирĕн республикăра наркотик сутнине тупса палăртнă, наркотĕрĕслев ĕçченĕсем 10 миллион тенкĕлĕх сакăр килограмм наркăмăш тупнă. Темиçе кун каялла Шупашкарта спайс сутакан тепĕр тăватă çынна тытса чарнă. Наркотик тутанакансен шучĕ пирĕн республикăра та ỹснĕ. Иртнĕ çул 32 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан кăçалхи 9 уйăхра _ 24. Чăваш Енре икĕ тĕрлĕ наркăмăш сарăлнă. Çамрăксем спайса тата дизайнер наркотикне кăмăллаççĕ. Юлашкине ытларах Интернет урлă саккас параççĕ. Спайспа тата ытти наркăмăшпа колледж-техникумра ăс пухакансен 47,3 проценчĕ, аслă шкулсенче пĕлỹ илекенсен 36,8 проценчĕ, каçхи шкулсенче вĕренекенсен 15,7 проценчĕ усă курать. Район территорийĕнче хальлĕхе спайспа наркăмăшланнă тĕслĕхсене регистрацилемен пулин те ачасен ашшĕ-амăшне сыхă пулма калас килет. Тĕпренчĕкĕрсене наркăмăшлă хутăшсен сиенлĕ витĕмĕ пирки каласах тăмалла. Çамрăксем наркотиксен серепине лекесрен районти вĕренỹ учрежденийĕсенче те профилактика ĕçĕсем _ класс сехечĕсем, калаçусем, сывлăха çирĕплетмелли мероприятисем _ пыраççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика