22 октября 2014 г.
Начар калаçакан ачан пỹрнисен йĕркеленĕвĕнче те кăлтăксем пуррине асăрхама пулать. Ученăйсем палăртнă тăрăх, ача пỹрнесемпе йĕркеллĕ ĕçлеме вĕренсе çитсен анчах пуплев кирлĕ пек аталанма пуçлать. Пуплев аталанасси алă пỹрнисен хусканăвĕпе çыхăнса тăрать. Алă пỹрнисене аталантарма пỹрне гимнастики пулăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ асаттесем, кукамайсем хăйсен ачисене савăнтарма тĕрлĕ вăйăпа усă курнă. Сăмахран, "Сорока-белобока", "Ку пỹрне _ асанне, ку пỹрне _ асатте" тата ытти те. Кунсăр пуçне çак ĕçре "типĕ бассейнра" пепке аллисене массаж туни те питĕ усăллă. "Типĕ бассейн" тума пысăках мар савăт кирлĕ. Ăна çуса тасатнă пăрçапа е фасольпе тултармалла. Çак савăтра ачана выляма майсем туса парăр. Çавна май унăн пỹрнисен туйăмлăхĕ, тĕртĕмсен вăй-халĕ, ĕçлес пахалăхĕ те ỹсет. Бассейнри ача ĕçне сăвăпа, кĕвĕпе сыпăнтарса выляттарсан та лайăх. Бассейн тĕпне пĕчĕк теттесем хурса шыраттарни, чуста çăрнă пек хусканусем туни ачашăн уйрăмах кăсăклă пулĕ. Ачасемпе вăхăта усăллă ирттерме ан ỹркенĕр, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса парăр.
Людмила ГЕРАСИМОВА, "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ.