25 октября 2014 г.
Кун йĕркинчи ыйтусем самай йышлă пулчĕç-ха та, çапах ЧР Министрсен Кабинечĕн октябрĕн 22-мĕшĕнчи ларăвĕ тăсăларах кайни урăххипе сăлтавланчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирхине Муркаш тăрăхĕнче пулнă _ унтан кăмăлсăрланса таврăнни сисĕнчĕ. Кăмăлне пăснă хăш-пĕр саманта вăл ларура та çĕклерĕ. Тĕрĕссипе, çакă пĕтĕм ларăва витĕм кỹнĕн те туйăнчĕ: темиçе министра пайăррăн сăмах тиврĕ _ служба тĕрĕслевĕсем ирттерме хушни таранах.
Транспорт министрĕ Владимир Филиппов хăй ертсе пыракан ведомство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турĕ. Вăл трибуна патне утнă чухнех Михаил Игнатьевăн сăмахĕсем сисчĕвлентерчĕç: "Çул-йĕр хуçалăхĕ мĕнле ĕçленине паян тĕрĕслерĕм _ чăхăмлать..." Владимир Иванович вара сăмахне ним пулман пек пуçларĕ-ха: республикăри çулсене юсани, çĕнĕ çулсем туни, çак ĕç валли мĕн чухлĕ укçа уйăрни... Чăваш Ен Пуçлăхĕ çул тăвакансене бракшăн мĕнле виçелĕх штрафланипе кăсăкланса такăнтарчĕ. Пĕтĕмпе те 8,9 пин тенкĕлĕх кăна штрафланă иккен.
"Министерство мĕнешкел пысăк ĕç тунă _ 8 пин тенкĕлĕх штраф!" _ тĕлĕнчĕ Михаил Васильевич. Министр тỹрре тухма тăчĕ _ çук, Пуçлăха витереймерĕ, Михаил Игнатьев кăмăлсăрланнине кăтартса пуçне сулкаларĕ кăна. Тепĕр тесен штрафсемпех çыхăннă тепĕр тема унăн кăмăлне кăштах çавăрчĕ пулас. Министр çулсем çинчи йĕркелĕхе сыхлас енĕпе фотофиксаци приборĕсем лартни пирки каласа пачĕ. Пĕлтĕр çав приборсен кăтартăвĕсем тăрăх кăна йĕркене пăснисене штрафлама 286 пин йышăну тунă-мĕн, штрафсен пĕтĕмĕшле виçи _ 135 млн яхăн тенкĕлĕх. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă йышши приборсене тата та ытларах лартмалли пирки каларĕ, вĕсем пулăшнипе пухакан штрафсемпе шăпах çак ĕç валли усă курмалла.
Çул-йĕрпе çыхăннă ĕç-пуçа хакланă май вара вăл ирхине Муркаш районĕнче пулни çинчен пĕлтерчĕ _ çĕр каçа çуса лартнă юра тасатассишĕн яваплисене ỹпкевлĕ сăмах тиврĕ: "Муркашра хăйĕнче тасатнă. Федераци трассине вара тасатман. Мĕншĕн хатĕр пулман? Мĕншĕн техникăн пĕчĕк пайне кăна ĕçе явăçтарнă? Пуçлăхсем çывăраççĕ _ вĕсен служба машинисем лайăх, çумра темиçешер сотовăй телефон... Халăх социаллă пурнăç енĕпе хăйне мĕнлерех туясси, вăл влаçа шанасси шăпах çакăнтан килет!"
Владимир Филиппов федераци трассине тасатассишĕн яваплă компание ятранах асăнчĕ. Вăл техникăн 35 единицине ĕçе кăларнă-мĕн, анчах çула сапмалли хăш реагентпа усă курмаллине тĕрĕс хаклайман. Кунашкал хурав Михаил Васильевича тивĕçтермерĕ: "Юр ирĕлсе кайĕ те _ вĕсем ĕç тунă пек кăтартĕç, эпир вара укçа куçарăпăр, çапла-и? Халĕ ак çакна пула çулсем пăрлакланĕç, транспорт 3-4 километрлă "пăкăсенче" лакса ларĕ. Чăваш Ен урлă иртекенсем тарăхĕç. "Чăваш Ене кам ертсе пырать _ Игнатьев", _ тейĕç!" Н.КОНОВАЛОВ.