АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулли кĕлет те тупăш параймасан…

25 октября 2014 г.

"Свобода" колхоз ертỹçине Валериан Федотович Бромбина кантур таврашĕнче сайра тытма пулать: хуçалăхри лару-тăрăва витĕр курса, пĕлсе тăракан ертỹçĕ чылай чухне ĕç çыннисемпе юнашар е ĕçлĕ çул çỹревре. Çак кунсенче çапах унпа тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ.

- Валериан Федотович, кăçал эсир тыр-пула пысăк тухăçпа пухса кĕртрĕр. Çакăнпа кăмăллă-и?

- Калас пулать, эпир пысăк тухăç кĕтмен. Мĕншĕн тесен кăçал калчасем ỹсмелли вăхăтра пирĕн тăрăхра типĕ çанталăк тăчĕ. Çакна кура эпир тĕш тырă гектартан 22-24 центнер илессе кăна шаннăччĕ. Вара çумăрсем çуса иртни калчасене вăй илме пачĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 345 гектар çинчен 1120 тонна, вăл шутра 781 тонна тулă, 339 тонна урпа, пухса илтĕмĕр. Кăтарту кашни гектартан 30 центнертан та иртрĕ. Анчах кăмăла тырă хакĕ пĕчĕкки хуçрĕ. Ку хакпа тăкаксене саплаштарса тупăш илме çăмăл мар. Тыр-пула эпир хамăр çынсенех сутрăмăр, пай çĕрĕсемшĕн 5 тенкĕпе патăмăр.

- Паянхи саманара хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ытларах ĕрчетсе пырсан çеç тытăнса тăма пултарать. Çак сăмахсемпе килĕшетĕр-и?

 - Тĕрĕсех калатăр. Эпир те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе аталанса пыратпăр. Ĕне выльăх _ чĕрĕ укçа çăл куçĕ, тупăш параканĕ. Уй-хирте мĕн ỹстерсе илни пĕтĕмпех выльăхсене тăрантарма каять. Колхозăн мăйракаллă шултра выльăх 350 пуç, вăл шутран 100 ĕне. Сĕте 17 тенкĕ çурăпа Элĕке ăсататпăр. Ĕне какайĕн хакĕ иртнĕ çултанпа улшăнманпа пĕрех. Услам ытларах сĕт сутнипе кĕрет. Халĕ çĕр-шывра выльăх-чĕрлĕх аталантарассипе ĕçлемелле теççĕ. Çав хушăрах хуçалăх тупăшлă ĕçлесе, парăмсене вăхăтра татса пырать пулин те ĕне вити тума кредит уйăрса паманни тĕлĕнтерет. Пирĕн те аталанас, фермăсене çĕнетес килет. Хамăр кăна вăй çитереймĕпĕр. Пĕчĕк хуçалăхсене шанманни, пулăшма тăрăшманни кỹрентерет.

- Эпĕ пĕлессе, сирĕн хуçалăх малтан хăмла та, çĕр улми те ỹстерсе илетчĕ. Халĕ çак культурăсемпе ĕçлеменни мĕнпе çыхăннă-ши?

-Виçĕ çул каялла эпир иккĕшне те çитĕнтернĕ. Çавна валли хăватлă техника та туяннăччĕ. Анчах темĕнле чаплă техника та çынсăр ĕçлеймест. Хăмлапа çĕр улми пĕр вăхăтрах пулса çитеççĕ. Пĕчĕк хуçалăхпа харăсах темиçе ĕçе ĕлкĕрме йывăр. Хăмлана çийĕнчех татмасан пучахĕ вĕçет. Çĕр улмине вăхăтра кăлармасан юр айне юлать. Хăмла тăрăшса татса "иккĕмĕш çăкăра" шăнтса яни те пулнă. Халăхпа пухура сỹтсе явнă хыççăн малашне "симĕс ылтăнпа" кăна ĕçлеме шутларăмăр. Унăн лаптăкне сакăр гектара çитертĕмĕр. Продукцие вырнаçтарассипе йывăрлăх пулман, укçине те аванах тỹлетчĕç. Каярахпа тавар кайма пăрахрĕ, тăкаксене саплаштарайми пултăмăр. Виççĕмĕш çул хăмла пахчи пушă ларать, юписем çĕрĕшсе пĕтрĕç ĕнтĕ. Хăмла туса илмелли, татмалли, типĕтмелли хаклă техника та, çĕр улми кăлармаллли комбайн та халĕ управра лараççĕ.

- Кăçал хресченшĕн тухăçлă та ăнăçлă çулталăк. Эсир ют çĕр-шывран çимĕç турттарма чарнине мĕнле хак паратăр?

- Çакă ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемшĕн лайăх пулмалла тенĕччĕ. Анчах нимĕнле улшăну та курмастăп. Чĕр тавара çаплипех йỹнĕпе туянаççĕ. Кăçал улми-çырли, пахча çимĕçĕ çителĕклипех пулчĕç. Шел, хресчен вĕсемпе туллин усă курайманни куç кĕрет.

- Тавтапуç калаçушăн.

А.ЗАМУТКИНА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика