АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб хупă! Камшăн лайăх?

25 октября 2014 г.

Паянхи кун районти культура вучахĕ ялкăшсах çунать темелле. Тем тĕрлĕ фестивальсем, уявсемпе конкурссем, кану каçĕсем иртеççĕ, унта тĕрлĕ ỹсĕмри халăх хутшăнать. Акатуй, Хĕл ăсатăвĕ йышши уявсене халăх кăмăлласах йышăнать, хамăр тăрăхри артистсен пултарулăхне курса савăнать. Район администрацийĕ те çынсен канăвне çỹллĕ шайра йĕркелес тесе чылай ĕç туса ирттерет. Акă райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров районти социаллă объектсен строительстви, çав шутра Питĕркассинчи Культура çурчĕ те пур, еплерех пынине куçран вĕçертмест.

Çамрăксене тивĕçлĕ воспитани памалли, вĕсене тимлĕх уйăрсах тăмалли пирки те ларусемпе планеркăсенче аса илтерсех тăрать. Культура пурнăçне çỹллĕ шайра тимлĕх уйăрни, паллах, питĕ аван. Анчах та паян манăн ялти клубсенче канмалли кунсенче мĕн пулса иртни пирки сăмах пуçарас килет.

Çамрăксен шăпишĕн çунман ертỹçĕсемшĕн ялти клубсен сумĕ чакать

Шăмат кун каçхине мĕншĕн тĕттĕм клубра?

Эпир пурте çамрăк пулнă. Çамрăк чух вара, хуть те ăçта вĕренсен те, хуть те мĕнле ĕçлесе ывăнсан та канмалли кунсенче ялти клуба ташă каçне пухăнаттăмăр. Эрне кун, шăмат кун, вырсарни кун уçăччĕ каçпа унăн алăкĕ. Уявсенче вара кĕрлесе кăна тăратчĕ ял клубĕ, тепĕр чухне лăк тулли çын пухăннăран пули-пулми ура ярса пусма çукчĕ. Ташласа савăнаттăмăр, пĕр-пĕринпе калаçса чуна уçаттăмăр...

Халĕ ĕнтĕ пирĕн ачасем те хăйне евĕр "улаха" туртăнакан пулчĕç. Мĕн тăвас тетĕн, çут çанталăк хăйĕннех тăвать, çамрăксен пĕрле пухăнса канас, калаçас килет. Анчах та ăçта пухăнмалла? Чылай çĕрте канмалли кунсенче каçхи вăхăтра клубсем хупă. Вĕсен ертỹçисем эрне варринче кăнтăрла ытти культура ĕçченĕсемпе пĕрле спектакль-концерт лартас тесе тăрăшаççĕ-ха. Шăмат кун каçхине вара? Клуб алăкне уçмасан та юрать теççĕ-ши?

Хальхи вăхăтра ялти клубсем ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пăхăнса тăраççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти тĕп Культура учрежденийĕн директорне ĕçе илет, çав директор вара _ ытти клубсенче ĕçлекенсене. Райадминистрацин культура пайĕ ялти клубсенче ĕçлекенсене сĕнỹ-канашпа пулăшма, район шайĕнчи культура мероприятийĕсене хутшăнма чĕнсе калама кăна пултарать. Çакăн пек тытăм ырă çимĕçсемех паманни куç кĕрет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти клубра ĕçлекенсене итлеттереймеççĕ-ши, пĕлместĕп, анчах та халĕ çамрăксем, клубсем хупă пулнăран, ăçта кирлĕ унта пухăнаççĕ: лавкка патне, шкул çывăхне... Мĕн ĕçлеççĕ вĕсем унта? Тен, туртаççĕ, ĕçеççĕ, усал ĕç тăваççĕ? Ял клубĕсенче пухăнас-тăк унти ĕçчен вĕсемшĕн яваплă-çке, сăнаса-тĕрĕслесе тăма тивĕç. Ирĕкре вара? Хайхи, никам та сăнаманнипе, ним тума аптăранипе çамрăксен наркотиксемпе, спайссемпе туслашмалли кăна юлать... Турă ан хуштăр!!!

Ашшĕ-амăшĕ кăмăлсăр: канмалли кунсенче вĕсен ачисене ирĕксĕрех, чĕрисене хытарсах, Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕнче иртекен ташă каçне кăларса яма тивет. Анчах та пурин те унта çитме çул çывăх мар. Каялла мĕнле çаврăнса çитĕç?

Ялти клуба тухсан та ачу йĕркеллĕ çỹретĕрех, киле чипер çиттĕрех тесе шутлатăн-ха ĕнтĕ. Анчах та вăл хупă-çке-ха?

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе клубра ĕçлекенсем çамрăк пулман-ши, паянхи çамрăксемшĕн вĕсен чунĕсем ыратмаççĕ-ши? Çамрăксен сывлăхне упрас, вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентес, пушă вăхăтне усăллă ирттерес тесе канмалли кунсенче мĕн тăваççĕ-ши çак яваплă çынсем? Халĕ çамрăксем ытларах компьютер умне туртăнаççĕ-ха, ку никамшăн та вăрттăнлăх мар. Анчах та вĕсем çав-çавах ăçта та пулин пухăнаççĕ пулсан мĕншĕн-ха çамрăксене клуба пухса кану е ташă каçĕ ирттерес мар? Çутă та, ăшши те пур халĕ клубсенче, аппаратурипе те тивĕçтереççĕ темелле. Шăмат кун каçхине хупă ял клубĕ кама валли ăшăнса ларать? Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене халăх хăйсен, çав шутра çамрăксен, пурнăçне лайăхлатас тесе суйласа лартнă-çке. Апла пулсан вĕсем мĕншĕн хăйсене шанса панă тивĕçне тулли шайра пурнăçламаççĕ? Нивушлĕ ялти клубсене канмалли кунсенче каçсерен ĕçлеттерме çук?

Умра _ суйлав. Çитес çул эпир район администрацийĕн пуçлăхне тата депутатсене суйлăпăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхне вара эпир суйланă депутатсенчен палăртĕç. Çавăнпа та районта пурăнакансене халех чĕнсе калас килет _ кама та пулин суйличчен питĕ тĕплĕн шухăшламалла...

Культура учрежденийĕсен хальхи тытăмĕпе çыхăннă лару-тăру çапларах пулнăранах пулĕ, çитес вăхăтра кунта улшăнусем пулĕç. Çĕр-шыв, республика шайĕнчех татса пама шут тытнă вырăнти хăй тытăмлăхпа çыхăннă лару-тăрăва.

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, çитес çултан культура учрежденийĕсен тытăмĕнче улшăну пулать. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен районти пур культура çурчĕ те Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрне пăхăнса тăма пуçлать. Çапла вара ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем культура ĕçченĕсемпе хуçаланма пăрахĕç.

Сайтсене ĕненес пулсан...

Информаци технологийĕсем вăхăтĕнче пурăнатпăр мар-и _ материала çырма лариччен ял тăрăхĕсен сайчĕсене кĕрсе унта вырăнти культура учрежденийĕсемпе мĕнле паллаштарнипе кăсăклантăм. Миçе çын ĕçлет культура çурчĕсенче, ертỹçи кам, мĕнле графикпа килĕшỹллĕн уçă тăраççĕ клубсен алăкĕсем? Чи малтанах çакна каламалла _ пур ял тăрăхĕн сайчĕсенче те культура учрежденийĕсен баннерĕсем пур. Анчах та çав баннерсене "шала" кĕрсе кайсан тĕрлĕрен ỹкерчĕк курма пулать...

Ачкасси. "Серенкассинчи Культура çурчĕ тата библиотека пулăшăвĕпе тивĕçтерекен" муниципаллă бюджет учрежденийĕнче кам ĕçлени пирки пĕр сăмах та çырман. Культура çурчĕн адресĕ пур та телефон номерне кăтартнă. Сăмах май, Ачкасси ял тăрăхĕн сайтне ĕненес пулсан, кунта халĕ те Истори çулталăкĕ пырать-ха...

Атнар. Атнарсем хăйсен сайтне яланах йĕркеллĕ тытса пыраççĕ. Кăçал Культура çулталăкĕ пулни çинчен калакан баннер та пур, Культура çурчĕн директорĕ кам пулни те паллă. Ĕç графикĕ кăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çирĕплетнинчен кăшт урăхларах.

Тралькасси. Ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕсенче камсем ертсе пыни тата вĕсенче камсем ĕçлени пур, ĕç графикне вара кураймарăм.

Хĕрлĕ Чутай. Хам çак ял тăрăхĕнче пурăнатăп та _ вăл маншăн уйрăмах çывăх. Хăш клубра кам ĕçленине вуласа пĕлме пулать кунта, анчах та Туктамăшри Культура çурчĕн ĕç графикĕ çирĕплетнипе ăрасна. Ытти клубсен ĕç графикне кăтартман. Кунта тата çакна каласа хăварасшăн. Клубсенче мĕнле мероприяти ирттернине сайтра çырса кăтартни питĕ аван пулăм. Анчах та пурте яланах тĕрĕссине çыраççĕ-ши? Акă Ишеккасси клубĕнче октябрĕн 14-мĕшĕнче "Сывă-и, ылтăн кĕркунне!" уяв ирттерни пирки çырнă, сăн ỹкерчĕксем те лартнă. Тулĕк сăн ỹкерчĕкĕсем пĕлтĕрхисемех-çке-ха... Пулнах-ши асăннă уяв клубра? Тем çав...

Мăн Этмен. Чи малтанах сайтра Мăн Этменти Культура çурчĕн хальхи директорĕ кам пулнине палăртманни куçа курăнчĕ. Ĕç графикне те çĕнетмелле мăнэтменсен. Пантьăк. Кунта илемлĕх ертỹçинче тата методистра камсем ĕçлени паллă, анчах та Мишеркассинчи Культура çурчĕн директорĕ кам пулнине те пĕлеймерĕм, ĕç графикне те кураймарăм.

Питĕркасси. Кунта та директор ятне пăтраштарнă пулас, чăннипе директорта урăх çын ĕçлетчĕ пулас-ха. Ĕç графикне те кураймарăм. Кив Атикасси. Ĕç графикĕ Кив Атикассинчи Культура çурчĕн пур, анчах та каллех пĕр пек мар. Ытти клубсен графикĕ курăнмарĕ. Ăçта кам тăрăшнине те туллин çырса кăтартман. Хусанушкăнь. Камсем тата ăçта ĕçлени паллă, анчах та ĕç графикĕ курăнмарĕ...

Штанаш. Культура çурчĕн директорĕ кам пулни паллă, ĕç графикĕ вара каллех ăрасна. Сайта ĕненес пулсан, Штанашра шăмат кун çур çĕр иртни икĕ сехетченех канма май пур иккен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вара 23 сехетчен çеç ĕçлемелле тесе çирĕплетнĕ...

Сайтсене октябрĕн 23-мĕшĕнче тишкертĕм. Унпа пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем культура учрежденийĕсем валли çирĕплетнĕ ĕç графикĕпе те паллашрăм (райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов пулăшнипе). Пĕтĕмĕшле илсен çакăн пек пĕтĕмлетỹ тума пулать: ял тăрăхĕсен культура учрежденийĕсем хăйсем пĕр тĕнчере пурăнаççĕ тейĕн, сайтсене пăхсан вара урăхла ỹкерчĕк _ вĕсенчен хăшĕсенче директорĕсем те, ĕç графикĕ те тĕрлĕрен. Çак статьяна вуланă хыççăн ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хăйсен сайчĕсенче йĕрке тусан тем пекехчĕ. Сайтра кăна мар, клубсен ĕçĕнче те йĕрке тăвасчĕ!

Юлашкинчен калани

Хаçат ĕçне пуçăниччен эпĕ икĕ çул ытла ялти клубра ĕçлерĕм. Тен, кăтартуллах тăрăшаймарăм пулĕ, анчах та кашни канмалли тата уяв кунĕсенче ташă каçĕсем ирттереттĕм, çуллахи вăхăтра вара _ эрне варринче те. Ялти çамрăксемпе концертсемпе тĕрлĕ уяв каçĕсем те йĕркелеттĕмĕр, тепĕр чухне тỹлевлĕ те _ çỹлтен çапла хушатчĕç. Эпĕ ĕçлеме пуçланă чух клубăн чỹрече кантăкĕсем те çукчĕ, çумăрлă çанталăкра маччаран шыв каятчĕ, çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтмалли кăмака час-часах ванатчĕ. Апла пулин те чуна парсах ĕçлеме тăрăшаттăм. Ун чухне ялти клубсем районти культура пайне пăхăнатчĕç. 2006 çулта клубсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсен аллине парсан вара самана улшăнчĕ. Культура ĕçченĕсене ытларах ял урамĕсем тăрăх налук пуçтарма, выльăх пуçĕ шутлама кăларса яма тытăнчĕç. Тата районĕпе тенĕ пекех вĕçĕ-хĕррисĕр хыт хурапа вĕлтĕрен пуçтарттарчĕç. Тирпейлĕхшĕн кашнин тăрăшмалла-ха ĕнтĕ, кунпа килĕшетĕп, анчах та культура ĕçченĕн тĕп тивĕçĕ урăхларах пулĕ? Пĕр-пĕр культура мероприятийĕ ирттерес вырăнне тутăх кĕреçе йăттарса куршанкă касма янăранах клуб ĕçĕпе сыв пуллашрăм... Хам тỹссе курнăран çапла калатăп _ клубра ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар. Çапах та юлашки вăхăтра культурăна тимлĕх ытларах уйăрма пуçлани сисĕнет. Тĕслĕхрен, эпĕ унччен ĕçленĕ клуба та халĕ газпа ăшăтаççĕ, çи виттине юсанăран шыв та каймасть. Культура ĕçченĕн шалăвĕ те, эпĕ ĕçленĕ вăхăтрипе танлаштарсан, самаях ỹснĕ. Анчах та клуба çамрăксем пухăнмаççĕ. Мĕншĕн? Сăлтавĕ каламасăрах паллă... Кăçал _ Культура çулталăкĕ. Çакна асра тытса клубсенче çитес вăхăтрах ырă улшăнусем пуласса питĕ шанас килет.

Алина КАРПОВА, район хаçачĕн пай редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика