25 октября 2014 г.
Шăпах çакăн çинчен аса илтерес килет район çыннисене. Пушарсем ытларах чухне çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă чухне пулаççĕ. Кунта _ тĕрлĕрен сăлтавсем. Пĕрисен шухăшĕпе, пĕлтĕр йĕркеллех пек туйăннă кăмака е каланкка кăçал та хăрушлăх кăларса тăратмасть пек. Анчах кил хуçисем çакна тĕрĕсленĕ-и: кăмакасем çурăлман-и, мăрьесене хăрăмран тасатнă-и? Шел те, нумай чухне çакна шута илсех каймастпăр. Юлашкинчен вара? Пушарсем нумай чухне çынсем пурăнакан вырăнсенче тухаççĕ. Эппин, асăрхануллăрах пуласчĕ.
Сергей СОРОКИН, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.