29 октября 2014 г.
Федераллă çул-йĕр агентствин ертỹçипе тĕл пулнă. Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тĕп ĕç планĕпе килĕшỹллĕн октябрĕн 23-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераллă çул-йĕр агентствин ертỹçипе Роман Старовойтпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулура автомобиль çулĕсене реконструкцилессипе тата çĕнĕрен хута ярассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.
"Атăл" М7 автотрасса лаптăкне уçнă. Çав кунах Михаил Игнатьевпа Роман Старовойт Муркаш районĕнчи Москакасси ялĕнчи "Атăл" М7 автотрассăн реконструкциленĕ çул лаптăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă.
10 километр ытла çула тĕнчери инновацисемпе усă курса çĕнетнĕ. Асăннă çул çинче çуран çỹрекенсем валли хăпартса тунă икĕ каçма пур, тĕттĕм вăхăтра çула çутатсах тăрĕç.
Раççей Транспорт министерствипе Чăваш Ен ертỹлĕхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине çак цифра çирĕплетет _ çитес çул республикăна 4 миллиард та 400 миллион тенкĕ уйăрса парĕç.
Республикăра чрезвычайлă лару-тăру режимĕ вĕçленнĕ. Октябрĕн 24-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре инкеклĕ лару-тăру режимĕ пĕтнине çирĕплетекен документа алă пуснă.
Координаци канашлăвĕн анлă ларăвĕ. Октябрĕн 24-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Право йĕркипе тивĕçтерекен координаци канашлăвĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Ларура ытти ыйтусемпе пĕрлех республикăра çут çанталăк саккунĕсене пăхăнассине те сỹтсе явнă. Вăрмансемпе тата çĕр айĕнчи пуянлăхсемпе усă курнăшăн парăмсене тата штрафсене шыраса илмелли, вăрман саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслени пирки сăмах пынă. Палăртмалла, 2010 çулхипе танлаштарсан, 2014 çулта çĕр айĕнчи пуянлăхсемпе усă курнăшăн бюджета кĕнĕ укçа калăпăшĕ 126 хут ỹснĕ.
Ĕç специальноçĕсен ыйтăвне "Единая Россия" парти тишкерет. Нумаях пулмасть "Единая Россия" партин Тĕп пурнăçлакан комитечĕ ĕç кадрĕсене хатĕрлес ыйтăва сỹтсе явнă.
Кăçал РФ Вĕренỹ министерстви вăтам професси пĕлĕвĕн профессийĕсен Перечнĕнчен 150 квалификаципе 100 яхăн профессие кăларма сĕннĕ.
"Единая Россия" парти вара çакна хирĕç. Çак профессисене пĕтерсе хуни ĕç тухăçлăхне ỹстерменнине палăртаççĕ кунта. Хăш-пĕр специальноçсене мĕнле вĕрентмеллине çĕнетмелле тесе шутлаççĕ. Переченьри профессисем вара паянхи экономика ыйтнипе пĕр килмелле. "Единая Россия" партин ĕç ушкăнĕ малашне çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрса тăрĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем кĕрешме пĕлеççĕ.
Чăваш Ен _ хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççейĕн центрĕ. Ку енĕпе пирĕн паллă спортсменкăсем пур _ Наталья Гольц, Ольгăпа Наталья Смирновасем, çамрăк спортсменсем хушшинче Екатерина Краснова, Наталья Федорова.
Ноябрĕн 13-16-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрарăмсен Раççей Кубокĕ иртет. Кĕрешекенсем республика Пуçлăхĕн парнисемшĕн вăй виçĕç. Кĕрешĕве пирĕн çĕр-шыври тата чикĕ леш енчи спортсменсем хутшăнĕç. Чăваш Ен чысне асăннă ăмăртусенче 10 спортсменка хỹтĕлĕ.
Украинăран тарса килнисем Михаил Игнатьева Тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç облаçĕсенчен тарса килнĕ Василенкăсен, Веселькинсен, Куповсен тата Семакинсен çемйисенчен çыру килнĕ. Вĕсем республика ертỹçине тата Чăваш Енре пурăнакансене хăйсемшĕн çăмăл мар тапхăрта пулăшнăшăн, ăнланнăшăн тав тăваççĕ. А.КАРПОВА.