29 октября 2014 г.
10 çул каялла Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ инсульта пысăк калăпăшлă эпидемисен шутне кĕртнĕ. Çавăнпа çак ыйту пĕлтерĕшне тимлĕх уйăрас тĕллевпе инсультпа кĕрешмелли кун туса хунă. Раççейре ăна 2011 çултанпа паллă тăваççĕ. Пуçри юн çаврăнăшĕ пăсăлни ĕлĕк-авалтанах актуаллăхне çухатмасть.
Пирĕн эрăчченхи 460-мĕш çулсенчех Гиппократ пуç ыратнипе çын тăн çухатнă тĕслĕхсене çырса хăварнă. Çулсеренех тĕнчере ултă миллиона яхăн çыннăн инсульт пулать, Раççейре _ 450 пин çыннăн. Кашни пĕр минут çурăра çĕр-шыври пĕр çыннăн çак чир аталанать. Раççейри пысăк мегаполиссенче çивĕч инсультсен хисепĕ 100-тен пуçласа 120-е те çитет. Çак диагноз ватă çынсен кăна мар, юлашки вăхăтра 25-30 çулхисен те час-часах тĕл пулать. Чăваш Енре те ку чирпе нушаланакансем сахал мар. Çапах инсультпа вилесси Шупашкарта тата Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче чирпе кĕрешекен уйрăмсем уçнăранпа 25-30 процент таран чакнине палăртаççĕ.
Елена ЦЫГАНЕНКО, медицина наукисен кандидачĕ.