29 октября 2014 г.
Муниципаллă пулăшусемпе тивĕçтересси çинчен калакан федераллă саккунпа (210 №, 27.07.2010 çул) килĕшỹллĕн муниципаллă органăн çăхавсене пăхса тухнă чух ятарлă йĕркене пăхăнмалла. Асăннă саккунăн 11.2 статйин 7-мĕш пайĕпе çăхава пăхса тухнă хыççăн ăна тивĕçтерме е хирĕçлеме пулать. Саккунпа килĕшỹллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органне граждансенчен килнĕ ыйтăва, çырăва хурав памаллах. Анчах та хăш-пĕр çырусенче киревсĕр е кỹрентерекен сăмахсем, должноçри çынна е унăн çемье членĕсене хăратни, сывлăхĕсене сиен кỹме палăртни пулкалаççĕ. Кун пек çырусен авторĕсене правăна пăсма юраманни çинчен пĕлтермелле, çырура палăртнă ыйтусем çине вара хурав памасан та юрать. Енчен те çыру текстне вулама май çук-тăк, ăна хурав памаççĕ, патшалăхăн е муниципалитетăн ытти органĕсене те ярса памаççĕ. Анчах та çыру авторне çичĕ кун хушшинче çакăн пирки пĕлтермелле. Паллах, унăн адресĕпе хушаматне вуласа пĕлме май пур пулсан. Çав хушăрах район прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне тĕрĕсленĕ май коррупцие хирĕçле экспертизăсем ирттерет. Чылай çĕрте муниципаллă пулăшусемпе тивĕçтермелли çинчен калакан административлă регламентсенче çăхавсене пăхса тухмалли нормăсене палăртни çук. Уйрăмах çакă çỹлерех асăннă йышши çырусене пырса тивет. Коррупцие хирĕçле экспертиза ирттермелли методикăпа килĕшỹллĕн право йышăнакан правилăсенчи уйрăмлăхсемпе ытлашшипех усă курни, административлă процедурăсем пулманни, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен е унти должноçри çынсен тумалли ĕçре ятарлă йĕрке пулманни коррупциллĕ фактор шутланать.
Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.