АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурлăха упрама хăрушсăрлăх правилисем пулăшĕç

29 октября 2014 г.

Чăваш Республикинчи оперативлă лару-тăрăва тишкерсен преступленисенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăнни палăрать. Район статистикине пăхсан вара çакă курăнать: кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче ют пурлăха хапсăннипе çыхăннă 43 преступлени тунă, вĕсенчен 23-шĕ _ вăрă-хурахла ĕçсем, çав шутра 5-шĕ _ хваттерсемпе пурăнмалли çуртсене çаратни. Кил хуçисен хăйсен пурлăхне сыхласа-упраса хăварас тесен çак ансат правилăсене асра тытмалла: - çăра уççисене алăк умĕнчи кавир айне хурса хăвармалла мар; чỹречесемпе форточкăсене тухса каяс умĕн хупмалла; - пахалăхлă тимĕр алăк лартмалла, ăна лайăх çирĕплетмелле; - килтен темиçе кунлăха тухса кайнине ют çынсене пĕлтерес çук; шанчăклă кỹршĕсене çурта (хваттере) пăхсах тăма ыйтмалла; хаклă япаласене усрама вăрттăн вырăнта тимĕр сейф вырнаçтармалла; - енчен те сирĕн киле тĕрлĕ сăлтавпа ют çын кĕрет-тăк ăна куçран вĕçертмелле мар, пỹлĕмсем тăрăх унпа пĕрлех çỹремелле; курăнмалли вырăнта укçа, çăра уççисене тата документсене хăварма кирлĕ мар; - палламан çынсене алăк уçмалла мар. Енчен те вĕсем хăйсем пирки мĕнле те пулин тытăм е подразделени сотрудникĕ тесе пĕлтереççĕ пулсан вĕсенчен кун пирки çирĕплетекен документ ыйтмалла. Нумай хваттерлĕ çуртсенче видеосăнавпа домофон вырнаçтарни лайăх. Хваттере сигнализаципе усă курса хураллани чи шанчăклă мел пулнине нумай çулхи практика çирĕплетет. Централизациленĕ сăнав пульчĕпе çыхăнтарсан тата аван. Кун пек чухне шалти ĕçсен органĕ çумĕнчи ведомствăра шутланман хурал службипе ятарлă килĕшỹ тумалла, сирĕн пурăнмалли çурта хураллас ыйтăва полици хăй çине илĕ. Кăмăл пулсан хăрушлăх сигнализацийĕн кнопкине вырнаçтарма пулать. Ун çине пуссанах сирĕн пата преступниксене тытса чармалли ушкăн яраççĕ. Ыйтусем сиксе тухсан çывăхри хурал службине е районти полици уйрăмне пыма пулать.

Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика