АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр чĕлли хакĕ

01 ноября 2014 г.

Ачалăхра асра юлнă самант çинчен ыйтсан Анатолий Дмитриевич Ильин пĕр вăхăт шухăша кайнă хыççăн çапларах каларĕ: "Ялти колхозăн техника паркĕнчи тимĕр-тăмăрпа аппаланма питĕ юрататтăмччĕ, çавна май шкулта вĕреннĕ вăхăтра шофер-тракторист пулас килетчĕ".

Вăтăр çула яхăн çывăх паллатăп эпĕ Анатолий Дмитриевича. Вăл 1949 çулта Иккĕмĕш Хурашашра çуралнă. Унăн ашшĕ Дмитрий Якимович вăрçă пуçлансан малтанхи çулĕсенчех фронта тухса кайнă, паттăррăн çапăçса нумай медале тивĕçнĕ. Сталинград патĕнче йывăр аманнă. Вăрçăран таврăнсан колхозра чылай çул уй-хир бригадирĕнче вăй хунă. Амăшĕ те, Дарья Тихоновна, ачисене мĕн пĕчĕкренех колхоз ĕçне явăçтарнă, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентсе ỹстернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче тыр-пул тухăçлă çитĕнейменнине пула çамрăк ăрăва сĕтел çинчи çăкăрăн кашни тĕпренчĕкĕпе перекетлĕ пулма вĕрентнĕ. Вăл вăхăтра ана çине пĕр пучах та ỹкерсе хăварман.

Механизатор пулас ĕмĕтпе çунакан Анатолий хул-çурăмĕ кăштах çирĕпленсен лаша кỹлсе колхоза тĕрлĕ ĕç тума пулăшма васканă. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Анатолий Ильин пĕр вăхăт тăван колхозра вăй хунă. Часах вăл Сĕнтĕрвăрринчи механизаторсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кайнă. Кайран, яла таврăнсан, &¸амрăк тракторист пурнăçĕнчи пĕрремĕш çур акине колхозăн паллă механизаторĕпе пĕрле ДТ-54 тракторпа ĕçлесе ирттернĕ. Çавăн чух çырăнма пуçланă та Анатолий Ильинăн ĕç биографийĕ. 40 çул ытла ĕçленĕ вăл ял хуçалăхĕнче.

Трактор çине ларни темиçе теçетке çул хыçа юлнă пулин те хăйне ырă канаш тата тĕрлĕ пулăшу панă çынсене паянхи кун та манмасть. Пĕрле тăрăшнисене _ Петр Абрамова, Михаилпа Николай Самсоновсене, Павел Ярандайкина тата ыттисене _ ырăпа çеç аса илет. Вĕсем çамрăк механизатора ĕçе тĕплĕн тума, техникăна кирек хăçан та юсавлă тытма вĕрентнĕ. "Уй-хир ĕçĕнче вак-тĕвек ĕç пулман. Çĕр сухаланă чухне агротехника хушнине нихăçан та пăсман, ана пĕр тикĕс пултăр тесе ĕçлеттĕмĕр. Тырă акнă чухне сеялка сошникĕсем пĕр пек тарăнăшĕнче пыччăр тесе тăрăшаттăм", _ аса илет ĕç ветеранĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче кивĕ тракторсем вырăнне çĕнĕ маркăллисем килсех тăнă. Вĕсене малтан ĕçлеттерсе, тĕрĕслесе пăхма ялан Анатолий Ильина шаннă. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна виçĕ хутчен çĕнĕ ДТ-75, МТЗ-82 тракторсем панă. Паллах, ертỹçĕсен шанăçне вăл яланах тỹрре кăларма тăрăшнă, техникăна тивĕçлĕ шайра пăхса тăнă. Вырма вăхăтĕнче тыр-пул пухса илнĕ, хĕллехи тапхăрта "тимĕр лашипе" хуçалăх валли вăрмантан йывăç, фермăсене уйран утă-улăм турттарса панă. Тăрăшулăхпа палăрнăшăн, ял хуçалăх производствинчи çитĕнỹсемшĕн Анатолий Дмитриевич Ильин ВДНХ-н ылтăн медальне тивĕçнĕ. Каярахпа унăн кăкăрĕ çинче "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль ялкăшма тытăннă. Çавăн пекех вăл темиçе хут "Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи", "Вун пĕрмĕш пилĕк çуллăх ĕç ударникĕ" паллăсене тата хаклă парнесене илме тивĕçлĕ пулнă.

Виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ Анатолий Дмитриевичпа мăшăрĕ. Галина Павловна Хурашаш шкулĕнче пуçламăш классенчи ачасене 30 çул ытла ăс панă. Районти паллă учитель "Раççей Федерацийĕн çут ĕç отличникĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Питĕ шел, 10 çул каялла унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пурнăç çулĕ çине кăларнă хĕрĕсем амăшĕн юратнă профессине суйласа илнĕ. Маринăпа Алена паянхи кун Çĕн Атикасси, Екатерина Шупашкарти шкулсенче тăрăшаççĕ. Анатолий Дмитриевич тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармасть: выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усрать, пахча-çимĕç ỹстерсе илет. Техникăна лайăх пĕлнĕрен унăн килти хуçалăхра тем тĕрлĕ транспорт хатĕрĕ те пур. Анатолий Дмитриевич вĕсемпе ял çыннисене çĕр сухаласа, утă çулса, турттарса парать тата ытти енĕпе пулăшать. Çавăнпа ял-йыш ăна хисеплет. Çакăн пек ăста, шанчăклă, çăкăр хакне пĕлекен механизаторсем, çынсем çинче тытăнса тăрать ял хуçалăхĕ. Валерий РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

¸

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика