АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шкул ачисем манса кайманни савăнтарать"

01 ноября 2014 г.

"Шкул ачисем манса кайманни савăнтарать"

Çапла пуçларĕ шкулпа çыхăннă аса илĕвĕсене Штанаш ял тăрăхĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăнакан, çак кунсенче хăйĕн 80 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ Дария Михайлова (Ятманова) ĕç ветеранĕ. Дария Сергеевна Муркаш районĕнчи Ятманкино ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. "Эпĕ çемьере тăххăрмĕш ача пулнă, _ каласа парать вăл. _ Аслă пичче Ефрем пединститутра вĕреннĕ, истори учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Хăрушă вăрçă унăн ĕмĕчĕсене аркатнă, иккĕмĕш курсран пиччене вăрçа илсе кайнă, вăл Эстони территорийĕнче çапăçса хыпарсăр çухалнă". Ашшĕ лавккара ĕçленĕ, çав хушăрах ăста çĕвĕç пулнă. Дария 13 çула çитсен вăл чирлесе вилет, амăшĕн йышлă çемьене пĕчченех ура çине тăратма тивет. Вăл колхозра тăрăшнă, темĕнле йывăр пулсан та нăйкăшман, хăйĕн ачисене вĕрентесшĕн çуннă. Вăрçă пуçланнă çул хĕр ача çичĕ çулта пулнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче (1942-1946 çç) Дария ялти 4 çул вĕренмелли шкулта вĕренет. "Пĕрремĕш класра пире Етĕрне районĕнчи Асламас ялĕнче çуралнă Екатерина Федоровна вĕрентрĕ, унтан вăл куçса кайрĕ. Шкулта вĕрентекенсем çитместчĕç, арçын-учительсем повестка илсе урокранах çĕр-шыва сыхлама тухса каятчĕç. Пире 10-мĕш класс пĕтернĕ хĕрсем вĕрентетчĕç. Пирĕнпе пĕрле фашистсенчен тарса эвакуаципе килнĕ ачасем те вĕренетчĕç. Вăрçă нушисене пур халăхпа пĕрле тỹссе ирттертĕмĕр, выçлăх, чир-чĕр, сивĕ хĕл, çĕтĕк çи-пуç, кĕркунне уйра ĕçлени, тантăшсем почтальонран хăрани (вилнĕ хут килме пултарать-çке!) чĕрере тарăн суран хăварчĕ", _ çапларах аса илет ветеран хăйĕн ачалăхне. Шкул ачисене кĕркунне йĕкел пуçтарма илсе кайнă, салтаксем валли посылкăсем яма килтен япаласем пухтарнă: "Йĕппе çип пулсан та илсе килме тăрăшăр, салтака йĕппе çип те кирлĕ", _ тенĕ. Ачасен амăшĕсем посылка валли ăшă алсиш-нуски те парса янă, кашни килте тенĕ пекех вăрçăра çапăçакан пулнă-çке, посылка, тен, шăпах хăйĕн ывăлне лекет? 1946-1949 çулсенче хĕр ача Сятракассинчи 7 çул вĕренмелли шкула Хисеп хучĕпе вĕренсе пĕтерет, çапла вăтам шкула е техникума экзаменсăрах кĕме ирĕк илет. 1949-1952 çулсенче Дария Сергеевна Муркашри вăтам шкулта вĕренсе алла аттестат илет, çав çулхинех Чăваш патшалăх институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. "Мĕншĕн кăткăс предмет суйласа илтĕр?" _ тесе ыйтсан вăл Муркашри Андрей Степанович Любимов физика учительне ырăпа асăнчĕ. Андрей Степанович вĕсен класс ертỹçи пулнă, физика урокĕсенче ачасене тĕрлĕ опытсем туса кăтартнă, темăна тĕплĕ ăнлантарнă. Алла диплом илсен çамрăк вĕрентекен çулталăк хушши Муркаш районĕнчи Йỹçкасси ялĕнчи вăтам шкулта вăй хурать. "Шкулта вĕреннĕ чухне мана комсомол секретарьне суйланăччĕ, институтра вĕреннĕ хушăра группа старости пултăм. Ку мана çынсемпе хутшăнма вĕрентрĕ, шкул ачисемпе те хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăм", _ аса илĕвне малалла тăсать вăл. Пулас мăшăрĕпе, Етĕрне районĕнчи Тури Ачак каччипе Родион Михайлович Михайловпа, институтра вĕреннĕ чухне паллашнă, каччă та физик пулма хатĕрленнĕ, пĕр çул каярах вĕреннĕ. Институт хыççăн Родион Михайловича Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкула направленипе ĕçлеме яраççĕ. 1956 çулта хĕрпе каччă çемье çавăраççĕ. Çамрăк çемье Вăрманкас ялĕнче пурăнма пуçлать, кунтах тымар ярать. Дария Сергеевна та Штанашри вăтам шкулта шкул ачисене физика тата математика вĕрентме пуçлать. Вунă çултан ăна директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлама шанса параççĕ, çак ĕçре вăл 10 çул хушши тăрăшать, унтан каллех физика учителĕнче, 1983-1986 çулсенче вара Штанашри вăтам шкул директорĕнче вăй хурать. 1991-мĕш çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех физика учителĕнче тимлет. Шкулта 35 çул ĕçленĕ хушăра Дария Сергеевна математика, физика, астрономи, электротехника тата черчени урокĕсенче ачасене ăс-тăн панă. Михайловсем виçĕ ача _ икĕ хĕрпе пĕр ывăл _ пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, хĕрĕсем экономика факультетĕнче пĕлỹ пухнă, ывăлĕ _ машина тăвакан факультетра. Кашни çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Шел пулин те, Родион Михайлович вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Дария Сергеевнăн 6 мăнук, ачисемпе мăнукĕсем тăван килне час-часах килсе амăшне савăнтараççĕ. Тăрăшулăхне кура Дария Михайлована "Ĕçри хастарлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле" тата "СССР ĕç ветеранĕ" медальсемпе, чылай хисеп хучĕпе тата тав сăмахĕсемпе чысланă. Галина ЗОТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика