01 ноября 2014 г.
Çамрăк педагогсене пулăшас тĕлĕшпе. Республикăри Вĕренỹ институчĕ çамрăк учительсене профессие хăнăхма пулăшас тĕллевпе "Çамрăк педагог шкулĕ" проект хатĕрленĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ _ "Професси кỹртĕмĕ" _ çак кунсенче старт илнĕ. Çамрăк вĕрентекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, республикăри педагогсен профсоюзĕн ертỹçи Зинаида Степанова саламланă. Республикăра 35 çула çитмен педагогсем _ мĕн пур йышăн 15 проценчĕ кăна (районта _ 12 педагог). Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пуçласа шкула ĕçлеме килнисем пĕтĕмпе те 137-ĕн (районта _ виççĕн). Чăн-чăн вĕрентекен пулас тесен предмет материалне пĕлни кăна çителĕксĕррине, пĕтĕм чуна парса куллен тăрăшмаллине палăртнă Михаил Игнатьев çамрăк учительсемпе тĕл пулнă май. Тин çеç ĕçе пуçăннă учительсем проектпа килĕшỹллĕн анкета ыйтăвĕсене хуравланă. Вĕренекенсен ушкăнĕ шкулта хăйсене ăшшăн кĕтсе илнине, çĕнĕ йышши оборудованипе техника çителĕклĕ пулнине палăртнă.
Республикăра кадет корпусĕ йĕркелеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче 2014 çулта тумалли ĕçсене палăртса Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каланăччĕ: "Республикăри кадетсен корпусне туса хуни ачасемпе çамрăксене воспитани парас енĕпе комплекслă майпа тăвакан ĕçсен йышне малалла тăснин лайăх тĕслĕхĕ пулассăн туйăнать". Çакна тĕпе хурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнчи 350№ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикинче кадет пĕлĕвĕпе тивĕçтерекен "Республикăри кадет корпусĕ" Центр йĕркелĕç. Кадет корпусне ЧР Вĕренỹ министерствин "Çарпа патриотизмла воспитани паракан тата граждансене çар службине хатĕрлекен "ЮНИТЭКС" центр" хăй тытăмлă учреждени никĕсĕнче тума палăртнă. Сăмах май, ноябрĕн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче республикăри кадетсен йăлана кĕнĕ кĕркуннехи тĕрĕслевĕ иртĕ. Унта кадетсем стройпа утма пĕлнине, вĕсен форми нормăпа килĕшсе тăнине тĕрĕслĕç, кадетсемпе ĕçлекенсен пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май пулĕ. Кĕркуннехи тĕрĕслеве Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 9-мĕш кадет класĕ те хутшăнĕ.
Шкулсенче вырăн çитми пулĕ. "REGNUM" Информаци агентстви пĕлтернĕ трăх, 2021 çул тĕлне çĕр-шыври шкулсенче ачасем валли вырăн çитми пулĕ. Çапла. Шкулсенче те. Халĕ ача сачĕсене лекеймесĕр черетре тăрса аптăраççĕ пулсан, кăштахран черет шкула лекессишĕн те пулса кайĕ. Çапла шухăшлать Раççей Правительствин ертỹçин çумĕ Ольга Голодец. Шкулсенче ачасем валли вырăн хĕсĕнсе çитессин сăлтавне тупма йывăр мар. Укçа-тенкĕ перекетлес, ачисем сахал тесе шкулсене хупкаларĕç. Халĕ вара амăшĕн капиталне, тỹлевсĕр çĕр панине кура ача çуратакансем йышланса кайрĕç. Голодец шучĕпе, 2021 çулта 2,5 миллион ачана шкулта вырăн çитмĕ. Çĕр-шыв правительствин ертỹçин çумĕн шучĕпе ку ыйту пирки халех шухăшлама пуçламалла.
Терминал урлă тỹлеççĕ. Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ "Шкул апатланăвĕ" проект пуçарнă. Хальхи вăхăтра асăннă проектпа 21 шкул усă курать, вĕсенчи 13000 вĕренекенпе вĕрентекен çак мелпе усă курма ансат пулнине пĕлтереççĕ. Çитес вăхăтра проекта республикăри 16 шкулта пурнăçласса пĕлтереççĕ. Меллĕ те ансат проектпа усă куракан шкулсенче апат çинĕшĕн ачасем алăран укçа тỹлемеççĕ. Вĕсем валли Перекет банкĕ "Шкул картти" туса панă. Ăна банк карттипе пĕрлештермесен те юрать иккен. Чи малтанах терминалти менюра кирлĕ операци суйламалла (ирхи апат, кăнтăрлахи апат, кахал апачĕ), карттăна укçа илекен вырăна илсе пымалла та чек илмелле, унтан çак чекпа апат илме пулать. Енчен те карттă çинче укçа пĕтсен, ăна Перекет банкĕн банкомачĕпе терминалĕ е "Перекет банкĕ онлайн" тытăм урлă хушма пулать. Палăртмалла, паянхи куна пирĕн районти шкулсенче кунашкал терминалсем лартман-ха. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта çакăн пирки сăмах пынăччĕ. Анчах та çĕнĕлĕх кунта хăçан пурнăçа кĕресси хальлĕхе паллă мар.
А.КАРПОВА.