08 ноября 2014 г.
Октябрĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявĕ иртнĕ. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агропромышленность комплексĕн представителĕсем хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх ĕçченĕсене уявпа саламланипе пĕрлех агропромышленность комплексĕнче çитĕнỹсемпе палăрнисене, нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене наградăсем парса чысланă. Вĕсен йышĕнче "Нива" ЯХПК-н тĕп зоотехникĕ Лидия Крыцова та пур. Вăл ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Лидия Андреевна асăннă хуçалăхра 30 çул ытла ĕçлет. Шанса пынă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлать, хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыма пĕлнĕрен хуçалăх ĕнисем сĕт лайăх параççĕ, выльăхĕсем ỹт аван хушаççĕ. Ахальтен мар Лидия Крыцован сăнĕ иртнĕ çул район Хисеп хăми çинче тăма тивĕçлĕ пулчĕ. Ĕçчен те пултаруллă зоотехник пур çĕрте те ĕлкĕрет, çавăнпах ĕçре те, ял-йышра та хисепе тивĕçнĕ вăл. А.ДМИТРИЕВА.