08 ноября 2014 г.
Кăçал ноябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче пурĕ 33 пушар алхаснă, иртнĕ çул çак тапхăрта 7 инкек сахалрах пулнă. Пушар сăлтавĕсем вара çапларах: 14 инкек электрооборудованипе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе тухнă, 9-шĕ _ кăмакапа асăрханусăр пулнăран, 8-шĕ _ вут-çулăмпа тимлĕхе çухатнăран, икĕ тĕслĕхĕн сăлтавĕсене тĕпчес ĕç пырать. Куратăр ĕнтĕ, сăлтавсем яланхисемех тесен те йăнăш мар.
Кĕске хушăрах темиçе инкек тухни пăшăрхантарать. Акă октябрĕн 29-мĕшĕ _ ноябрĕн 1-мĕшĕсенче кăна районта виçĕ пушар алхаснă: Утаркассинче сарай çуннă, Хĕрлĕ Чутай салин Ленин урамĕнче çурт сиенленнĕ, Мучикассинче вут-çулăма пула çын пурнăçĕ татăлнă.
Хутса ăшăтмалли тапхăр пынă май кăмакасемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла: - хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен кăмакасене е ытти ăшăтмалли приборсене тĕрĕслемелле, юсамалла тата тĕтĕм çулне (дымоход) тасатмалла (çакна икĕ уйăхра пĕрре тумалла, тăтăшах кăмака хутнă чухне _ кашни уйăхрах); - кăмака çумĕнче хăвăрт хыпса илме пултаракан япаласем выртмалла мар; - чартакри тĕтĕм пăрăхĕсене тата стенасене шуратмалла; - кĕлпе шлака кăларнă хыççăн шывпа сапмалла та ятарласа хатĕрленĕ хăрушсăр вырăна хумалла; - хутнă кăмакана тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Асăрхануллă, тимлĕ пулни тата пушар хăрушсăрлăх правилисене яланах пăхăнса пурăнни вут-çулăм инкекĕсенчен хăтарнине асра тытăр!
С.СОРОКИН, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.