08 ноября 2014 г.
- Ноябрĕн 1-мĕшĕнче Шулю ялĕнчи Ирина Алексеевна Чишкина 95 тултарнă. Çак ятпа вăл РФ Президентĕнчен Владимир Путинран саламлă Çыру илнĕ. Амăш телейне курман ватă çуралнă кунне Шупашкарти тăванĕсем патĕнче кĕтсе илнĕ. Ирина Чишкина хăйне нумай пурăнакансен йăхĕнчен тесе шутлать: пĕр аппăшĕ 102 çул пурăннă, тепри _ 85 çул.
- Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ пулчĕ. Районта çак уявпа çыхăннă чылай мероприяти иртнĕ. Октябрĕн 31-мĕшĕнче Етĕрне тата пирĕн районăн пултарулăх коллективĕсем хутшăннипе А.Асламас ячĕпе хисепленекен "Сăр çинчи культурăсен асамат кĕперĕ" наци культурин фестивалĕ иртнĕ. Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмра (çавăн пекех епархин пур храмĕсенче те) савăнăçлă литурги иртнĕ. Максим иерей чиркĕве килнисене Казански Турă Амăшĕн Турăшĕ тата Халăх пĕрлĕхĕн уявĕ çинчен каласа панă. Кĕлĕ хыççăн молебен вуланă, унтан Турра ĕненекенсем Казански Турă Амăшĕн Турăшне йăтса сала тавра утса çаврăннă.
Çак кунах Шупашкарти Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи" наци культурисен республикăри фестивалĕ иртнĕ. Унта Пантьăк ял тăрăхĕнчи "Сăр таппи" фольклор коллективĕ те хутшăннă, куракансене ташăпа юрă композицийĕпе паллаштарнă.
- Шкул ачисен каникул малалла пырать. Çавăнпа та районти физкультурăпа спорт комплексĕнче вĕсене валли тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ. Уяв кунĕнче "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса 1997-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче сĕтел çи теннисле выляс енĕпе уçă ăмăрту пулнă.
Çавăн пекех шкул ачисен канăвне тивĕçлĕ йĕркелес тĕллевпе ноябрĕн 3-9-мĕшĕсенче Атнарти тата Хĕрлĕ Чутайри шкулсем çумĕнче кăнтăрлахи лагерь ĕçлет. Унта 200 ача канать тата мероприятисене хутшăнса вăхăтне усăллă, интереслĕ ирттерет. Унсăр пуçне каникул вăхăтĕнче Атнар шкулĕнчи пилĕк, Мăн Этменти пĕр, Хĕрлĕ Чутайри 19, Питĕркассинчи ултă, Çĕн Атикассинчи икĕ, Штанашри тăхăр вĕренекен "Жемчужина" тата "Белые камни" лагерьсенче сывлăха çирĕплетет. А.ЗАМУТКИНА.