08 ноября 2014 г.
Районти шкулчченхи учрежденисен заведующийĕсем ĕçе вырнаçнă чухне тупăшпа пурлăх пирки сведенисем тăратман. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: район администрацийĕн вĕренỹ пайĕ кăçалхи февраль уйăхĕнче конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе "Шăнкăрав курăкĕ", "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсен заведующийĕсене çирĕплетнĕ. Асăннă заведующисен харпăр хăй докуменчĕсене тишкернĕ май район прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешмелли саккуна пăхăнманнине тупса палăртрĕ: муниципаллă учрежденисене ертỹçĕ должноçне вырнаçакансен хăйсен, мăшăрĕсен тата çул çитмен ачисен тупăшпа пурлăх сведенийĕсене тăратмалла пулнă. Федераллă саккунăн 8 статйин 8-мĕш пайĕпе кирлĕ документсене тăратмасăр гражданина муниципаллă учрежденийĕн ертỹçине йышăнма юрамасть. Çапла майпа вĕренỹ пайĕ граждансене ĕçе йышăннă чух асăннă сведенисене ыйтман, документсене тивĕçлĕ тĕрĕслемен. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе райадминистраци пуçлăхне представлени тăратрăмăр.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.