08 ноября 2014 г.
РФ Правительствин 2014 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнчи 1048 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшне хушма канмалли кунсемпе тивĕçтермелле, вĕсем тỹлевлĕ пулмалла. Паллах, канмалли кунсене ашшĕ-амăшĕнчен пĕри тивĕçет. РФ Ĕç Кодексĕпе ашшĕ-амăшĕнчен пĕри (опекăна илекен, попечитель) календарлă уйăхра хушма тăватă канмалли куна тивĕçет. Заявлени кăна çырмалла. Ĕçпе тивĕçтерекен çакна йышăнупа çирĕплетет. Хушма канмалли кунсене тивĕçес тесен çак документсене тăратмалла: -медицинăпа социаллă тĕпчев бюровĕ панă справка, унта инвалидлăх пулнине çирĕплетеççĕ; - инвалид ача ăçта пурăннине çирĕплетекен документ; - ача çуралнине (усрава илнине) çирĕплетекен документ; - ашшĕ-амăшĕнчен пĕри (опекун, попечитель) асăннă календарлă уйăхра хушма канмалли кунсемпе усă курманнине çирĕплетекен документăн оригиналĕ. Ăна ĕç вырăнĕнче параççĕ. Канмалли кунсемшĕн ашшĕн е амăшĕн (опекунăн, попечителĕн) уйăхри вăтам ĕç укçине шута илсе тỹлеççĕ. Хушма канмалли кунсемпе вăхăтра усă курмалла. Вĕсем тепĕр уйăха куçмаççĕ. Çемьере икĕ е ытларах инвалид ача пулсан та хушма канмалли кунсен шучĕ улшăнмасть. Кирлĕ документсене инвалидлăх панă вăхăта шута илсе (пĕр хутчен, çулталăкра пĕрре, ик çулта пĕрре, пилĕк çулта пĕрре) тăратмалла.
Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.