12 ноября 2014 г.
Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăва хатĕрлеме пуçланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăва хатĕрлеме пуçланă. Ĕç хутĕнче Правительствăн, Патшалăх Канашĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен малашлăхри кĕске тата нумай вăхăтлăхри ĕçĕсене палăртĕç. Çырăва хатĕрленĕ чух яланхиллех республикăра пурăнакансен, обществăлла организацисен шухăш-кăмăлне тĕпе хурĕç.
Халăхăн пурнăç шайне ỹстерес тесен чи малтан мĕн тумалла? Сĕнỹсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт. Электрон адрес: pres0@cap.ru ("Для подготовки Послания" тесе палăртмалла). Халăх итлевĕ иртнĕ. Ноябрĕн 11-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ 2015 çулăн тата 2016-2017 çулсенчи планпа пăхса хунă республика бюджечĕн халăх итлевне ирттернĕ.
Актуаллă ыйтусене сỹтсе явнă. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе эрнесерен пулакан канашлу ирттернĕ.
Канашлура сăмах Муркаш районĕнче вырнаçнă ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсенче тасатмалли сооруженисем тăвасси, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта шыв объекчĕсем çинче хăрушсăрлăх мерисене пăхăнасси, тракторсемпе хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене хĕллехи управа лартасси пирки пынă.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăри шыв объекчĕсем çинче 57 инкек пулнă, вĕсенче 50 çын путса вилнĕ, çав шутра _ тăхăр ача. "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!" Çак ятпа иртет Чăваш Республикинче ноябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 17-мĕшĕччен наркотиксемпе психоактивлă мĕн пур хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пỹлессипе çыхăннă акци.
Акци вăхăтĕнче республика прокуратуринче, ЧР ШĔМ-ĕнче тата Наркотĕрĕслев управленийĕнче шанăç телефонĕсем ĕçлеççĕ, вĕсемпе шăнкăравласа тата электрон почтипе усă курса наркотиксемпе ăçта усă курни тата сутни çинчен анонимлă майпа пĕлтерме пулать. Унсăр пуçне ял-хулара çакнашкал пĕлтерỹсене пухмалли ешчĕксем вырнаçтарĕç. Мĕн пур пĕлтерĕве прокуратура ĕçченĕсем регистрацилеççĕ, вĕсем тăрăх тĕрĕслев ирттерĕç.
Коммерциллĕ мар организацисен пĕрремĕш форумĕ. Кăçалхи декабрĕн 10-11-мĕшĕсенче республикăри коммерциллĕ мар организацисен пĕрремĕш форумĕ иртет. Икĕ куна тăсăлакан мероприятире социаллă проектсен презентацийĕ пулĕ, секцисем, семинар-тренингсем, çавра сĕтелсем ĕçлĕç, пленарлă лару иртĕ.
Культура çулталăкне халалласа. ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Красноармейски районĕнчи халăх кĕввисен "Раштав" тата ачасен "Шурăмпуç" фольклор ансамблĕн ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Андрей Тюмеров халăх пултарулăхне аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Раççей Федерацийĕн Правительствин "Раççей чунĕ" премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Асăннă ансамбльсем 2002 çулта йĕркеленнĕ, вĕсен репертуарĕнче 100 ытла тĕрлĕ характерлă юрă. Коллектив республикăри тата ун тулашĕнчи, чикĕ леш енчи тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăнать.
Палăртмалла, пирĕн районта та тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнакан çамрăк талантсем пур. Акă ноябрĕн 1-4-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕ "Наци пуянлăхĕ" халăхсем хушшинчи конкурсра Ачасен искусство шкулĕнче вĕренекен Татьяна Мурайкина палăрнă. Венера Молодейкина преподаватель ертсе пыракан хĕр упраç "Соло" номинацире "Тарантасик" вырăс халăх юррине шăрантарса 13-15 çулхи юрăçсем хушшинче 1-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Аса илтеретпĕр, кăçал пирĕн район культура территорийĕ шутланать, çавна май çитес вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салинче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ыран, ноябрĕн 13-мĕшĕнче, Культурăпа кану центрĕнче 18 сехетре нимĕç юррисене юрлакансен Халăхсем хушшинчи 1-мĕш конкурсĕ иртет. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче "Манăн çемьен наци йăли-йĕрки" республика шайĕнчи мероприяти пулĕ, унта пирĕн районти Ахматкановсен çемйи те хутшăнать. Пуçламăшĕ _ 13 сехетре. А.КАРПОВА.