АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăтăрмахсем…

12 ноября 2014 г.

13-ри "каскадер" автобуспа тарнă

Ăна-кăна шутласа тăман 14 çула çитмен йĕркеллĕ çемьери ачашăн та кукăр çул çине тăрасси нимĕн те мар иккен. Шухă вăхăтра пуçра çил, кĕлеткере юн вĕрет пулас. Туканашра пурăнакан çул çитмен çамрăк ноябрĕн 8-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре черетлĕ "паттăрла" ĕç тунă, район центрĕнчи автовокзал территорине кĕрсе çĕр каçма лартса хăварнă ПАЗ маркăллă автобуса тапратса Трапай ялне çитернĕ, анчах кювета кĕрсе кайнăран малалла каяйман. Çамрăк çывăхра пурăнакансенчен туртса кăларма ыйтнă. Хайхискерне çак ялти автовокзалта ĕçлекен хĕрарăм асăрханă, хăвăртрах автовокзала, унтан полицине пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем ларса тараканăн çулне пỹлнĕ-пỹлнех. Кун пек преступление çак ача малтан та тунă. Çавăнпа та халĕ ăна вăхăтлăх та пулин ятарлă учреждение вырнаçтарма шутлаççĕ.

Суя е суя мар? Экспертиза кăтартĕ

Хамăр хаçатра час-часах шалти ĕçсен пайĕ суя укçасем пирки асăрхаттарнине пичетлетпĕр. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра кун пек тĕслĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Малтанрах пĕр пин тенкĕлĕх купюрăсем лекнĕ пулсан, халĕ ултавçăсем пилĕк пин тенкĕлĕххисемпе "ĕçлеççĕ". Суя укçа евĕр купюрăна инкассаторсем Хĕрлĕ Чутай салинчи "Магнит" лавккаран Çĕмĕрле банкне илсе пынă укçа-тенкĕре асăрханă. Хальлĕхе вăл ăçтан тупăннине татса калаймаççĕ. Ĕçе экспертиза уçăмлатасса кĕтеççĕ.

А.ДМИТРИЕВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика