12 ноября 2014 г.
Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн экстремизмпа кĕрешмелли ыйтусемпе çыхăннă Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртнĕ. Çапла, РФ УК-ан статйисенче хушма йĕркесем пур. Экстремистла характерлă преступленисемшĕн, вĕсене Интернетпа, информаципе телекоммуникаци сечĕсемпе усă курса тунăшăн уголовлă явап кĕтет. Кунта çын тивĕçлĕхĕнчен мăшкăллани е ушкăнри граждансене тĕрлĕ паллăсемпе уйăрни пирки те сăмах пырать. Унсăр пуçне экстремистла ĕçсене тума укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн та уголовлă явап тытма тивет. Кун пек преступлени тунăшăн виçĕ çул таран ирĕксĕр юлма пулать. Анчах та гражданин тивĕçлĕ органсене преступлени пирки пĕлтерсен е ăна пурнăçланма чарма пулăшсан уголовлă явап тыттармасăр та пултараççĕ. Унсăр пуçне саккун йăла-йĕрке пĕрлешĕвĕсене е урăх организацисене йĕркеленĕшĕн (паллах, вĕсене экстремистла характерлă ĕçсене пăрахăçлама йышăну вăя кĕнĕ пулсан) санкцисене вăйлатать. Çавăн пекех экстремистла характерлă преступленисем тунă вăхăтра пухнă пурлăха конфискацилеме пултараççĕ.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.