15 ноября 2014 г.
Республика Правительствин Иван Моторин ертсе пынипе ноябрĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче тĕрлĕ ыйтусемпе пĕрлех республика бюджечĕ пирки сăмах пычĕ. Финанс министрĕ Светлана Енилина палăртнă тăрăх, ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне тупăш тĕлĕшпе 30,3 млрд яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ку виçе 2,9 процент пысăкланнă. Çав шутра хамăрăн тупăш та ỹсĕмлĕ _ 3,6 процент. Тăкаксене илес-тĕк _ вĕсем те 30,3 млрд тенке яхăн. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен чылай пысăкрах _ 9 процент чухлех. Тупăшсен ỹсĕмĕн сăлтавĕ çакăнта: ĕç укçи ỹснĕ май налук тата налук мар тỹлевсем ытларах кĕреççĕ, çийĕнчен тивĕçлĕ органсем предприятисемпе организацисем асăннă тỹлевсене туллин тата вăхăтра хывнине тĕрĕслесех тăнин витĕмĕ те пур. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин 4-мĕш квартал укçа-тенкĕ енĕпе çулленех çивĕч пулнине аса илтерчĕ, çавна май çулталăка вĕçленĕ чухне ку енĕпе пушшех тимлĕ ĕçлемелле. Н.КОНОВАЛОВ.