АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускавра пирĕн учителе калаçтарĕç

15 ноября 2014 г.

Николай Полозин вĕрентỹ пахалăхĕ мĕнле пулмаллине пĕлет Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕ Николай Полозин Раççей Федерацийĕнчи вĕрентĕве хакламалли проектсен конкурсĕнче палăрнă. Вĕренỹпе наука сферине асăрхаса тăракан федераллă служба ертỹçи Сергей Кравцов пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра чи лайăх проектсен авторĕсемпе тĕл пулса вĕсен ĕçĕсене пурнăçа мĕнле кĕртесси пирки калаçĕç. Конкурса тăратнă 450 проектран Николай Ивановичăн ĕçĕ чи лайăх вунă ĕç хушшинче пулни ахальтен мар ĕнтĕ. Мĕн пирки сăмах пынă-ха пирĕн вĕрентекенĕн проектĕнче? Николай Полозина хăйне сăмах парар-ха: _ Эпĕ хамăн проектра шкулсенче вĕрентекенсен шалăвĕн хавхалантаракан пайĕ (стимулирующие выплаты) пирки çыртăм. Хальхи вăхăтра çак тытăм кашни шкулта тĕрлĕрен тата вăл питĕ калаçуллă пулса тухать, ман шутпа вара вăл çĕр-шывĕпех пĕрешкел пулмалла. Хавхалантару пайне мĕнле шутламалли пирки хамăн шухăша пĕлтертĕм те проектра. А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика