15 ноября 2014 г.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин РФ строительство министрĕ Михаил Мень йĕркелесе ирттернĕ селекторлă видеоконференцие хутшăннă. Унта федераци субъекчĕсенче граждансене юхăннă çуртсенчен куçарас ĕç мĕнле пынине пĕтĕмлетнĕ. Раççейĕн строительство министрĕ палăртнă тăрăх, кăçал çĕр-шывра 211 пин çынна пурăнма юрăхсăр çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарма палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен программа ăнăçлă пурнăçланать. Анчах та ку енĕпе юлса пыракан регионсем те пур. Чăваш Ене илес пулсан, асăннă программăпа килĕшỹллĕн 860 авариллĕ çуртра пурăнакан 13,2 пин граждана (5 пин çемьене) çĕнĕ çуртсене куçармалла. Халĕ программăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлаççĕ, кăçал 3,03 пин çынна çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелле. Çĕнĕ çуртсен пысăк пайне декабрьте хута ярĕç. Райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта авариллĕ тесе йышăннă виçĕ çуртри 10 çемьене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ.Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнчи 70-мĕш çурта нумаях пулмасть авариллĕ тесе йышăннă çуртсенче пурăннă граждансем куçрĕç. Çăра уççисене валеçсе парсанах телейлĕ хваттер хуçисем çĕнĕ пỹлĕмсене кĕрсе курма васкарĕç. Улттăмĕш хваттер хуçи пулса тăнă Галина Кириллова çутă пỹлĕмсене пăхса çаврăннă май савăнăç куççульне пытармарĕ. "Ултă çул кĕтрĕм паянхи куна, _ терĕ Галина Витальевна. _ Кăмака хутса, урамран шыв тултса пурăннă хыççăн çакăн пек хăтлăха лекнĕшĕн питĕ савăнатăп. Тавтапуç пурне те _ строительсене те, республикăпа район ертỹçисене те _ пирĕн нушана ăнланнăшăн, пире пулăшнăшăн". ...Кашни каçах ĕçрен таврăннă май çакна асăрхатăп _ çĕнĕ çуртăн хваттерĕсен чỹречисенче çутă пур. Апла пулсан, кунта пурнăç вĕреме пуçланă... А.КАРПОВА.